31 марта 2012 г.
Çу аки мĕнле пахалăхпа иртесси техникăран нумай килет. Паян унăн пысăк пайĕ ĕçе тухма юрăхлă. Уйрăммăн илсен, тракторсен 82 проценчĕ, сеялкăсен – 85, культиваторсен– 88, çĕр улми лартакан агрегатсен – 75, турттаракан автомашинăсен 78 проценчĕ халь тесен халь хире тухма хатĕр. Кăтартусем пĕлтĕрхи шайрах, анчах яваплă тапхăр пуçланиччен пурне те юсаса пĕтермелле. Графикпа палăртнă кун техника тĕрĕслевĕ витĕр тухасси çине те тимлĕх уйăрмалла.
Акара кăçал комбинациллĕ акакан 6 агрегат, 3 сеялкăллă–24, 2 сеялкăллă 20 агрегат, 38 сÿре, 45 культиватор, минераллă удобрени сапакан–30 тата им-çам сирпĕтекен 30 агрегат хутшăнмалла. Çавăн пекех кăкараса çÿремелли ытти техникăпа та усă курма палăртнă.
(Хăмăр корр).