31 марта 2012 г.
Кĕçĕн класс ачисемпе чылай çул ĕçленĕ май мана уйрăмах юлашки çулсенче вĕренекенсем кĕнекепе çывăхланма, ăна юратса вулама пăрахса пыни питĕ пăшăрхантарать.
Чăнах та пурнăç улшăчĕ. Телевидени, компьютер ачасене тем тĕрлĕ информаци парать, хăй патне илĕртет. Ялта та пĕрремĕш класа килекен ачасенчен хăшĕ-пĕри курсор «шăшийĕпе» усă курма, ÿкерме-сăрлама, тĕрлĕрен вăйăсем выляма пĕлет. Анчах та компьютерпа усă курма пĕлнипе пĕрлех ачан хăй тĕллĕн кĕнеке вуласа ларма, унти геройсемпе пĕрле савăнма, хуйхăрма, ыррипе усала уйăрма хăнăхса пырас пулать. Çак ĕçре чи малтан ответлăха ашшĕ-амăшĕ туймалла. Мĕн тумалла-ха аслисен ача кĕнеке вулама юраттăр тесен;
Ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни те питĕ пысăк пĕлтершлĕ тĕслĕх пулса тăрать. Виççĕ-тăваттăри ачана сас паллисемпе паллаштарма кубиксем, магнитлă алфавит илсе пама тăрăшмалла. Малтанлăха вылянă май ача сас паллисене паллакан пулса пырать, кайран вĕсене тĕрĕс тупма хăнăхтармалла. Ачана вуласа панă май палланă сас паллисене кăтартма йывăр. Ача вулав процессне хутшăнтăр, унăн хăй тĕллĕн вулас туртăмĕ çуралтăр. Халĕ сыпăксем çине пайласа çырнă çÿхе кĕнекесем сахал мар сутаççĕ, вĕсене пĕрле вуласа сыпăксене çыхăнтарма хăнăхтарма пулать.
Тĕрлĕ теттесемпе, пуканесемпе вылянă чух «Çарăк», «Пукане» евĕр юмахри йĕркесене рольсем тăрăх аса илсе выляни вуланă йĕркесене ас туса юлма пулăшать.
Ултă-çичĕ çулти ача вулама вĕренсен ăна мĕнле те пулин журнал çырăнса памалла, пĕрле библиотекăна, кĕнеке лавккине çÿремелле. Халĕ ĕнтĕ ача хăй сире е кĕçĕннисене вуласа патăр. Вуланă хайлав пирки ача шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле.
«Ачасене мĕн пĕчĕкренех юмахсем, кĕске калавсем, сăвăсем илемлĕ саспа, ăнланмалла вуласа пама тăрăшăр. Ача кашни каç аслисем вуласа панă май çывăрса кайтăр, тепĕр каç та çавăн пек пуласса савăнса кĕтсе тăтăр. Уйрăмах Иван Яковлевич Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекине ачасем юратса итлеççĕ».
Телевизорпа пыракан передачăсене пĕрле пăхни, компьютер çинчи викторина ыйтăвĕсене хуравлани ача-пăчана кĕнеке уссине кăтартса парать, атте-аннепе çывăхлатать.
Кĕçĕн çулсенчи ачасене вулама вĕрентес ĕçре ашшĕ-амăшне ача пахчинчи воспитательсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени те вăйлă пулăшать.
О. ТУКМАКОВА,
Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕ.