31 марта 2012 г.
Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут вăй хумалли вырăн шыракан выпускниксене ĕç тупса парасси – районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен шăпах 18-20 çулти çамрăксемшĕн ку йывăр ыйтусенчен пĕри. Яш-кĕрĕме пулăшас тĕллевпе центр тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Организаци-предприятинче ĕç вырăнĕ пулсан, ертÿçĕпе хăçан тата миçе сехетре тĕл пулма май пуррине пĕлет, вăхăтне палăртать. Шутра тăраканăн курнăçăва центр направлени панă хыççăн виçĕ кун хушшинче каймалла. Пурте йĕркеллех пулсан ĕç паракан килĕшÿ çырать.
Паллах, кун пек вăй хуни вăхăтлăх кăна, анчах аллине тин кăна диплом илнĕ çамрăк специалиста опыт пухма май парать, карьера пуçламăшĕ пулма пултарать.
2011 çулта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 5 выпускника пулăшнă. Çул пуçланнăранпа пĕр килĕшÿ çырнă, пĕр çамрăк хутшăнать. Программăна реализацилеме 16058,2 тенкĕ уйăрнă.
М. ЗАКИРОВА,
аслă инспектор.