31 марта 2012 г.
– Пирĕн ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем пĕр вăхăтрах пултаруллă платник те, столяр та. Иртнĕ çул вĕсем хăйсен вăйĕпех Сител ялĕнчи клуба юсаса тирпейлерĕç. Кану çуртне çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Паян унта пырса çÿреме кăмăллă, – пĕлтерет Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов. – Первомайскинчи Культура çуртне те ĕç алли çитрĕ: спортзал тăррине улăштартăмăр. Çынсене айккинчен тытса ĕçлеттермен. Культурăпа кану тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн ĕçченĕсемех юсава хутшăнчĕç. Ытларикунпа юнкун вĕсем кану çурчĕсене ĕç тумтирĕсемпе килеççĕ. Пуртă, мăлатук сасси вара ян каять.
Первомайскисем çынсен канăвне культурăллă йĕркелес тĕлĕшпе сцена çине сахал мар тухаççĕ.
– 23 çул культурăра ĕçлетĕп. “Шуçăм” фольклор ушкăнне йĕркелени те пĕрремĕш теçетке çул çеç мар. Юрă-ташă ăстисемпе район, республика, регион шайĕнчи фестивальсене сахал мар хутшăнатпăр. Мĕнех, халăх кăмăлтан йышăнни аван, – тет ансамбль ертÿçи В. Фролов.
Чăнах та, артистсем чăваш халăхĕн кĕвви-юррине ламран-лама куçарса пырас енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем культура ĕçченĕсем те мар, çавах ÿркенмеççĕ. Юрă-ташă ăстисем хушшинче шкулта, больницăра, кооперативра ĕçлекенсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Репетицисене пуçтарăнма çăмăлах мар. Кăнтăрла вĕсем ĕçре, каçхине ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла.
– Ял тăрăхĕн кăçалхи бюджетĕнче культура çурчĕсене юсама, унăн ĕçĕ-хĕлне лайăхлатас ĕçе хывма сахал мар укçа-тенкĕ яма пăхнă. Унпа тĕллевлĕ усă куратпăрах, – тет малалла В. Секретов ертÿçĕ. Кану çурчĕсем тĕлкĕшсе ан ларччăрах тесшĕн ĕнтĕ вăл. Сахал им пĕрлехи мероприятисем ирттермелли. Çĕнĕ çул кĕтсе илессинчен пуçласа кивĕ çула ăсатиччен ача-пăчапа та, çамрăксемпе те, ватăсемпе те кану каçĕсем самаях йĕркелемелле.