31 марта 2012 г.
ТЕРРОРИЗМ çулне пÿлмелли чи шанчăклă меслет – пирĕн кулленхи тимлĕх. Йĕри-тавралăхра çеç мар, кашни çыннăн хăй пурăнакан картишре, подъездра, ытти обществăлла вырăнсенче те яланхи тимлĕхе çухатмалла мар. Такама шанманни мар ку, пачах урăхла – пулма пултаракан террорла ĕçсене маларах пÿлме пулăшни. Çавна май хамăр енчен хăш-пĕр сĕнÿсемпе канашсем парас килет. Вĕсем никамшăн та сиенлĕ пулмĕç тесе шутлатпăр.
Террорла актсенчен асăрханас тесен:
– путвалсемпе мачча çине хăпармалли алăксене яланах питĕрсе тăмалла, вĕсене çăрапа питĕренекен тимĕр решеткесемпе картламалла, пăхса, тĕрĕслесех тăмалла;
– çынсем пурăнакан вырăнсенче дежурство йĕркелемелле, ялсенче каçхи хурал ĕçне вăйлатмалла;
– палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасанах тимлĕхе пушшех ÿстермелле.