АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таракана пĕр çул, шыракана – çĕр çул

31 марта 2012 г.

Салтакра пулнă çынна ватăсем яланах “пурнăç курнă” тесе хакланă. Унăн атти тарлă – çапах ячĕ пархатарлă. Анчах çакна çĕр-шыва сыхлама тивĕçлĕ кашни çамрăк кирлĕ пек ăнланса пĕтереймест. Çар хĕсметне кайма ят тухни çинчен ĕнентерекен повесткăна алла тыттарсан та сăлтав тупса е унсăрах унта та кунта пăркаланса, тарса çÿрет.

Районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕпе кăнтăр районĕсенчи (Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Патăрьел) çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен яваплă çыннисем те, çак тăрăхсенчи райхаçат сотрудникĕсемпе тĕл пулса уçă калаçу йĕркелерĕç. Интервью тĕпелĕнче – районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрĕмĕн начальникĕ Руслан Небиуллович Шайхалов.

– Çар служби çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕх кĕртсе унăн срокне пĕр çулталăка çеç хăварчĕç пулин те, районта тăван çĕр-шыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çÿрекенсем тупăнаççĕ. Руслан Небиуллович, çакна эсир чăн малтанах мĕнле сăлтавлатăр;

– Çакнашкал ĕçсене тăрă шыв çине кăларассипе тÿрремĕнех эпир тăрăшатпăр. Паллах, районсенчи çар комиссариачĕсен пулăшĕвĕпе ĕнтĕ. 2011 çулта вĕсем тăратнă хутсемпе РФ УКăн 328 статйин 1- мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çар службинчен пытанса çÿрекен 22 каччă пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем хушшинче çемьеллисем те пур. Таркăнсем ытларах Елчĕк районĕнчен (18). Патăрьелĕнчен виççĕн, Каçалтан пĕрре, Шăмăршăсем вара ку тĕлĕшпе чи кăтартуллисем. Унта пĕлтĕр салтак тумне тăхăнас мар текенсем пулман . Тĕп сăлтавĕ çăмăлттайлăх, явапсăрлăх,вăрăм укçа “чирĕпе” аптăрани. Çавăнпа та хăшĕсем кашни çул, 27 тултариччен штраф тÿлесе тăма та хатĕр.

– Руслан Небиуллович, суд сакки çине ларма тивĕçнисем мĕнлерехскерсем; Ăс-хакăлпа айван, нишлĕ,мĕскĕн çынсем е;...

– Пачах та ун пек калас килмест. Вĕсем пурте сывлăх енчен тĕреклĕ, медицина комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе салтака юрăхлă çынсем. Патăрьелĕнчи 23 –ри каччă,сăмахран, иккĕ-мĕш хут ĕнтĕ çак сăлтавпа суд сакки çине ларнă. Çак утăма вăл ăнлансах,пĕлсе тăрсах тăвать. Таркăншăн пĕр çул çеç пулсан та шыраканшăн çĕр çул . Районти çар комисариачĕпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тăрăшнипе юлашки хутĕнче Смоленск облаçĕнче ун “хÿри” çине пуснă. Хальхинче ăна РФ УК ăн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çĕр пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

1986 çулхи Шăнкăртам тутарĕ пирки вара чăнласах та тĕлĕнмелĕх сăлтав пысăк. Хусан хулинчи патрульпе пост службин полици сотрудникĕн ыттисемшĕн хайĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла пек. Анчах хул пуççи çинчи пакун та ăна нимĕнле яваплăх та кÿмен. Çавăнпах ĕнтĕ вăл хăй чирлĕ тесе ĕнентерекен суя медицина справки тума та именмен. Кзыл Чишмара пурăнакан çамрăк ячĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл та пĕлсе тăрсах çар комиссариатне медицина тĕрĕслевĕпе çыхăннă мероприятисене килмен.

– 24,25,26 ... çулсенчи каччă саккун умĕнче преступлени туса ĕмĕрлĕхех хăйĕншĕн, çемйишĕн, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн те хура йĕр хăварать....

– Тĕрĕсех. Ăна вара ĕмĕр пурăнса та тасатаймăн. Сывă та тĕреклĕ кашни çемьерен ашшĕ, аслашшĕ,мăн аслашшĕ пурнăçланă тивĕçе кирлĕ пек хаклама, ăна чĕре çывăхне йышăнма пĕлтĕр тесе ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенсен те, ял тăрăхĕн тата ыттисен те пĕрле ĕçлемелле. Ачара патриотизм туйĕмĕ хăйпе пĕрлех ÿссе пытăр. Салтак тумне тăхăнса чыс курасси кашни каччăн таса ĕмĕчĕ пултăр.

– Тавах сире калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу, пысăк хавхалану сунатпăр.

Калаçăва А.ЕГОРОВА

çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика