31 марта 2012 г.
Тĕрлĕрен сăлтавпа суд приставĕн службине çакланнă парăмçăсем чакса мар, ÿссех пыраççĕ. Вĕсем хушшинче уйрăм усламçĕсем те, хуçалăхсем те, ахаль çынсем те пур.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес начар мар вăй илсе пырать темелле. Харпăр хăй ĕçне уçакан предпринимательсем те, суту -илÿпе çыхăннисем те пайтах. Шел те, вĕсем хушшинче ултав çулĕпе кайса налука вăхăтра тÿлеменнисем пур. Çак кунсенче районти суд приставĕпе налук службин сотрудникĕсем суту-илÿ магазинĕсем тытса тăракан уйрăм предпринимательсен магазинĕсенче парăмçăсем патĕнче пулнă, постановленисем çырса налукĕсене шыраса илнĕ. Пĕрлехи рейдра мĕн пурĕ 15 уйрăм хуçаран 131.560 тенкĕ илсе патшалăха тавăрттарнă.
Саккун умĕнче явап тытманнисем татах та нумай. Кăçалхи виçĕ уйăхра çеç транспорт, çĕр налукĕ тата предпринимательсем хăйсен усламĕшĕн пуçтарăннă 2.3 миллион тенкĕ 129 хушамат ячĕпе çыхăннă. Ку таранччен вĕсенчен 204 пинне шыраса илнĕ. Çакна та асăрхаттармалла: “ хура” списока çакланнисене çăмăллăх панă вăхăчĕ чылайăшĕн иртнĕ е иртсе пырать. Саккунпа килĕ-шÿллĕн малашне суд приставĕсем пĕр хĕрхенÿсĕр вĕсен пурлăхне арестлеме пуçлĕç.
В.ХВОСТОВА, районăн суд приставĕн исполнителĕ.
Ю.САЛМИН, ОУПДС суд приставĕ.
Э.САХАРОВА, налук службин инспекторĕ.
А. ЕГОРОВА,
хаçат сотрудникĕ.