31 марта 2012 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм инспекторĕсем çитĕнекен ăрăва преступлени тăвассинчен тата йĕркене пăсассинчен сыхласа хăварас тесе чылай мероприяти ирттереççĕ. Çапах та районта ачасем тунă преступленисене тупса палăртатпăр. 2011 çулта виçĕ уйăх тĕлне çул çитмен ачасем преступлени тунин 3 тĕслĕхне шута илнĕ, кăçал вара çул çитмен виçĕ ача 7 преступлени тунăшăн виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă, пĕрне суда янă.
Кăçал тупса панă преступленисем пурте ют пурлăха хапсăнассипе çыхăннă.Йĕркене пăсасси ытларах каçпа е çĕрле пулать, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачасене çак вăхăтра пушшех те тимлĕрех сăнаса тăмалла.
Чăваш Республикин “Об административных правонарушениях в Чувашской Республике” законĕн 24.1 статйин 3 –мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çул çитмен ачасен кĕрхи, çурхи тата хĕллехи вăхăтсенче 22 сехет хыççăн урамра ашшĕ-амăшĕсĕр çÿреме юрамасть. Анчах та çак закона пăсакансен йышĕ пысăк пулни пире пăшăрхантарать. Вĕсем кашни рейд вăхăтĕнчех тупăнаççĕ. Кăçалхи январь, февраль уйăхĕсенче çак статьяна пăхăнманшăн . ашшĕ-амăшне çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухнă, штраф парса айăпласа хăварнă.
Март уйăхĕнче те ку енĕпе чылай тĕслĕх тупса палăртнă.
Çул çитмен 7 ачана обществăлла вырăнта ÿсĕр тытса чарнă, иккĕшне пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн айăпланă.
Йĕркене пăсакансем çитĕнсе çитнĕ çынсем хушшинче те пур. Чылай чухне вĕсем ачасене преступлени çулĕ çине тăма май туса тăраççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе кашни уйăхрах рейдсем ирттеретпĕр. Кăçал пĕр суту-илÿ ĕçченне çул çитмен ачана эрех сутнăшăн административлă майпа айăпласа 10.000 таранччен штраф тÿлеттерме тиврĕ. Çавăн пекех çамрăк ачасене пирус сутнин 5 тĕслĕхне тупса палăртнă.
Хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парайманшăн, вĕсене кирлĕ пек пăхса,сăнаса тăрайманшăн иртнĕ çулхи икĕ уйăх тĕлне 3 ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттарнă. Кăçалхи çул вара 18 ашшĕ-амăшĕ ячĕпе административлă ĕç пуçарнă, район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухнă, вĕсенчен çиччĕшне шалти ĕçсен пайне учета тăратнă.
Ача пуласлăхĕ, усăллă е киревсĕр ĕçсем тунă çĕре хутшăнасси йăлтах ашшĕ-амăшĕ ăна мĕнле воспитани панинчен килет.Çитĕнекен ăру çемьере ыррине илеймесен, пурнăçĕнче харкашу, çапăçу, ĕçкĕ-çикĕ çеç курса ÿсет пулсан,малашне унтан лайăххине кĕтмелли çук. Çапла ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕн пепкисене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул суйласа илме пулăшмалла. Çакăншăн эпир саккун умĕнче яваплă. Ку ĕçре ашшĕ-амăшĕпе пĕр-лех шкул коллективĕсен, общественноçăн тивĕçлĕ тÿпе хывмалла, айккине пăрăнса юлмалла мар.
В. КУЗНЕЦОВА,
шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм
начальникĕ.