07 апреля 2012 г.
ÇЕМЬЕРЕ саккăрăн сак тулли ларакан ачасем пулни мĕнле пысăк телей! Сывлăхлă та тĕреклĕ, спортпа туслă ачасем ашшĕ-амăшĕшĕн те савăнăç.
Çак кунсенче Аслă Чементи вăтам шкулта нумай ачаллă çемьесенчи спортсменсемпе эстафета йĕркеленĕ. Командăна виçшерĕн хÿтĕленĕ: пиччĕшĕ, аппăшĕ, йăмăкĕ. Ăмăртăва тÿрех Михайловсем, Ивановсем, Миронскисем хапăл тунă. Çамрăксем тупăшусенче пĕринчен тепри пысăк ăсталăх кăтартнă. Спорт каçалăкĕнче хăйсене вунă енĕпе тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр тăван Ивановсем пуринчен те кăтартуллăрах пулни палăрнă.