АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрек ан чактăр

07 апреля 2012 г.

Ученăйсем алкоголь пуласлăха сиен кÿнине виçĕ тапхăра уйăраççĕ. Пĕрре-мĕшĕ – ашшĕ-амăшĕ ача тĕвĕлениччен эрех ĕçни. Çакă ар клеткисен аталанăвне йĕркерен кăларать, çавăнпа та вĕсем кăлтăклă пулаççĕ. Иккĕмĕшне ача тĕвĕлен-нĕ тата вăл хырăмра аталаннă вăхăт кĕрет. Паллă ĕнтĕ, пĕр хутчен кăна эрех ĕçни те тĕвĕленме хатĕрленнĕ ар клеткине сиен кÿрет. Çакă аталанса çитмен, ÿт-пÿ тытăмĕ тĕлĕ-шĕнчен пысăк кăлтăксем пур ача çураласси патне илсе пыма пултарать. Анчах пепке сывлăхĕ тĕвĕ-леннĕ самантпа çеç çыхăнман. Алкоголь хырăмра çитĕнекен ачана нумай чухне каялла нимĕнпе те тавăрма çук сиен кÿрет. Амăшĕ пĕр черкке эрех ĕçсенех çав хаяр шĕвек тепĕр 10-15 минутран варти тĕпренчĕкĕн юн системине лекет. Тăтăшах эрех-сăрапа туслашсан унăн ачи çураличченех йÿçĕ шĕвеке хăнăхма, çапла вара алкоголик пулма пултарать.

Эрех сиен кÿрессин виç-çĕмĕш тапхăрĕ – çуралнă хыççăнхи малтанхи вăхăт. Шел пулин те, кăкăр ĕмĕр-текен хăш-пĕр амăшĕсен шухăшĕпе алкоголĕн пĕчĕк виçи (тĕслĕхрен, килте тунă сăра) сĕт антарма пулăшать, имĕш. Тĕрĕс мар. Кун пек чухне сĕт анасси ÿсмест кăна мар, пачах урăхла – хăвăрт чакса ларать. Чи хăрушши вара – алкоголь амăшĕн сĕчĕпе ача организмне лекни тата унăн ăс-тăнпа ÿт-пÿ аталанăвне сиен кÿни.

Ачасем эрех ĕçни уйрăмах сиенлĕ. Мĕн пулса иртет-ха кун пек чухне; Алкоголь чăн малтан тĕп нерв системин клеткисене хавшатать, çавна пула ачан ÿсĕмĕ тата аталанăвĕ чакать, вăл психика тĕлĕ-шĕнчен тĕрĕс мар çитĕнет. Кунпа пĕрлех шалти органсем те сусăрланаççĕ. Пал-лă: эрех ĕçекен çын мĕн чухлĕ çамрăкрах, унăн алкоголизм чирĕ çавăн чухлĕ хăвăртрах аталанать. Çакă пĕтĕмпех хăш-пĕр “ырă çынсем” ачасене пĕр черкке пылак шампански е сăра ĕçсе пăхма сĕннинчен пуçланать. Çитĕнекен ăрăва хаяр шĕвеке тутанса пăхма памалла мар!

Н.НАДИНА, нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика