АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сиенленесрен асăрхамалла

07 апреля 2012 г.

Ача ÿстерме нихăçан та çăмăл пулман. Вăл пĕчĕкренех йĕри-тавралăха тĕпчет . Кил-çуртра вара хими япалисемпе хăватлă эмелсем ÿссех пыраççĕ. Ача-пăчашăн автокосметика, атă-пушмак тасатмалли, япала çумалли хатĕрсем те сиенлĕ. Çавăн пекех уксус кислоти, нашатырь спирчĕ, апат соди, клей, удобрени, хурт-кăпшанкă тата кăшлакан чĕрчунсемпе кĕрешекен хатĕрсем те алă айĕнче пулмалла мар. Ытларах 5 çулхи ачасем наркăмăшланаççĕ. Кăкăр ĕмекеннисем те пур япалана та çăвара хыпаççĕ. Ача пылак апат-çимĕçе килĕштерет тени те тĕрĕс мар. Вăл йÿçĕ эмеле те, хими шĕвекне те тиркемест. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ăна куçран вĕçертмелле мар.

Инкекĕн сăлтавĕ (95-98:) – ача-пăчана аслисем асăрхаса ĕлкĕрейменнинче. Анчах тепĕр чух вĕсем ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех наркăмăшланма пултараççĕ. Куçран вĕçерт кăна! Аслисем хăйсем айăплă, ача-пăчана выляма тĕрлĕ эмел савăчĕ параççĕ. Чылай çемьере сипленмелли хатĕрсене аптечкăра упрамаççĕ, вĕсене питĕрмеççĕ. Çавăн пекех çуртра усă куракан хими препарачĕсене алă айнех хураççĕ. Вĕсене кирлĕ мар савăтра тытни те инкек патне илсе пырать. Ачасем аслисене сăнаса “тухтăрла” выляни те тĕл пулать, пĕр-пĕрне эмел ĕçтереççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пепкисене хăйсем тĕллĕн сиплеме тытăнни çĕнĕлĕх мар. Çавна май йăнăшни те пулать. Кăкăр ĕмĕртекен амăшĕ эмелпе тĕрĕс мар усă курсан ача сывлăхне сиенлетме пултарать.

Пĕчĕкскер сăра-эрехпе те кăсăкланать. Тутанса пăхма хăтланать, алли-урине сĕрет. Ачан ÿт-пĕвĕ çав тери ачаш, спирт чăрмавсăрах юна лекет. Çакна компресс тума юратакан ашшĕ-амăшĕн асра тытмалла. Сăра-эрехе ача куçĕ умĕнчен илмелле, ромпа хатĕрленĕ конфетпа та иртĕхмелле мар.

Пĕчĕк ачана куçран ан вĕçертĕр. Пиччĕшпе аппăшне те ан шанăр. Эмел панă чухне ачана “ĕçсен çирĕп пулан” тесе ан калăр – савăтри имçама куç хывĕ.

Инкек сиксе тухсан “васкавлă” пулăшăва чĕнмелле. Вăл киличчен ача мĕнпе наркăмăшланнине, мĕн чухлĕ ĕçнине пĕлме тăрăшмалла. Савăтне те тухтăра кăтартмалла. Унăн вар-хырăмне тасатмалла, ăшă шыв ĕçтермелле, çăварне икĕ пÿрне е кашăк аври чиксе хăстармалла. Ун хыççăн медицинăра усă куракан таса кăмрăк (ача виçине кура) памалла.

Ача тĕрлĕ йÿçекпе, ирĕлтерекен шĕвекпе наркăмăшланнă пулсан, тăнне çухатсан, шăнăр туртсан, вар-хырăмне тасатма, хăстарма кирлĕ мар.

И. ИРИНЕВА,

педиатр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика