07 апреля 2012 г.
Март-апрель уйăхĕсенче районта “Сывă пурнăç йĕркишĕн” уйăхлăх пырать. Ăна халалласа райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекен çамрăксенчен йĕркеленнĕ команда Первомайски ял тăрă-хĕнчи яш-кĕрĕмпе волейболла вылярĕ. Асăннă пайра çамрăксен командине туса хуни уйăх кăна. Çавăнпа та районти ăмăртусене хутшăнса çĕнтерсе пыракан Аслă Арапуçсемпе тĕл пулни вĕсен пултарулăхĕпе тата та лайăхрах паллашма, ăсталăхне курма май пачĕ. Тăватă вăйă вылянă хыççăн тĕп судья туслăх çĕнтернине палăртрĕ. Куракансем те пăхса çеç лараймарĕç, команда йĕркелерĕç. Ял пуçлăхĕ В.Секретов хăй те хутшăнчĕ, пĕрле вылярĕ. Ку çамрăксене питĕ хăпартлантарчĕ.
Хаваслă вăйă хыççăн пурте “çавра сĕтел” хушшине пуçтарăнчĕç, вĕрентÿ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центрăн планĕпе паллашрĕç, Первомайскинче йĕркелеме палăртнă мероприятисене сÿтсе яврĕç.
Çакăн пек тĕл пулу малашне ытти ял тăрăхĕсенче те пулĕ.
А.АНТОНОВА, методист.