АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол чемпионачĕ Вĕçленчĕ

07 апреля 2012 г.

Районти ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн залĕнче арçынсен командисем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн финалти ăмăртусем иртрĕç. Унта “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ, зал хуçисен коллективĕсем,Туçа тата Сăкăт ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна “Батыревский”, иккĕмĕшне “Паттăр” спорт шкул, виççĕмĕшне Туçа тата Сăкăт ял тăрăхĕсен спортсменĕсем йышăнчĕç. Чемпионат вĕçленнĕ май вăйă çĕнтерÿçисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М.Калмыков, спорт шкулĕн директорĕ А.Краснов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, тĕп больницăн главнăй врачĕ Н.Тинюков саламларĕç. Мала тухнă команда куçса çÿрекен кубок, ыттисем Хисеп грамотипе парнесем илчĕç, выляканĕсем медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Туçа ял тăрăхĕнчи А.Кошкин “ Чи ла-йăх хÿтĕлевçĕ”, Сăкăт ял тăрă-хĕнчи Ю.Елкин “Чи вăйлă вылякан”, “Паттăр”спорт шкул командинчи А.Тинюков “Чи лайăх тапăнса вылякан”, “Батыревский” командăри А.Моисеев “Чи лайăх вылякан” номинацисене ти-вĕçрĕç. Вĕсем чемпионат йĕркелÿçисенчен кубоксемпе грамотăсем илчĕç. Ку хутĕнче тÿресен ĕçне те вырăна хучĕç. В. Волкова, Н.Паймуллина, И.Хитрова, Р.Сафиуллова парнесемпе грамотăсем пачĕç.

Хальхи вăхăтра район администрцийĕн пайĕсем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пыраççĕ.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика