АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутпа туслă пулар мар

11 апреля 2012 г.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта республикăри “Симĕс патруль” акципе килĕшÿллĕн Ф. Атнагуллова библиотекарь ертсе пынипе 6-7 классемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе КВН иртрĕ. Мероприяти тĕллевĕ – ачасенче çутçанталăка юратассин туйăмне çуратасси, унăн пуянлăхне упрама хăнăхтарасси. Пĕрремĕш ĕçпе вĕренекенсем плакатсем хатĕрленĕ. Ун тăрăх вăййа хутшăнакансем çын тăшманĕ пулма пултаракан пушарăн хăрушлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Тепринче кил-çуртра усă куракан электроприборсемпе мĕнле усă курмалли çинче чарăнса тăчĕç. “01” конкурсра кĕтмен пулăмсенче харкам-хăй мĕнле тытмаллине кăтартрĕç. “Тĕлĕнтермĕш уйĕнче” ачасем ертсе пыракан ыйтăвĕсене хуравларĕç. КВНра аслисем çĕнтерчĕç. Команда чысне В. Рахматуллова, А. Куликова, Ф. Валеев, Д. Алиуллова, Г. Насибуллова хÿтĕлерĕç. Куракансем те вăйăсене хутшăнчĕç. Пурте пĕрле ОБЖ урокĕнче вĕреннĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çĕнĕрен аса илчĕç.

А. АБЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика