11 апреля 2012 г.
ÇУРКУННЕ чунра пысăк хаваслăх, малашне тата темĕнле кĕтменлĕх пур пек. Çутçанталăк чĕрĕлет çке. Аслă Мăнкун праçникĕ çывхарни те çунатлантарть.
Районти ЗАГС пайĕнче те хăпартлану сисĕнет. Мĕншĕн тетĕр-и; Хĕрарăмсен хисеплĕ уявĕн уйăхĕнче 41 пепке çут тĕнчене килсе çемьесене савăнăç кÿнĕ. Амăшĕн варĕнче ÿтленĕ çылăхсăр чунсенчен ытларахăшĕ каллех чиперккесем.
Март уйăхĕнче 16 çамрăк мăшăр пуçласа Турă панă пепкене алла илнĕ. 14-шĕнче – иккĕмĕш, çичĕ çемьене–виççĕмĕш, тăваттăшне иккĕмĕш ача савăнтарнă. Чи телейлĕ пĕр çемьене вара пиллĕкмĕш чун тĕпренчĕкĕ хутшăннă.