АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлă çын – яваплă çын

11 апреля 2012 г.

«Манăн милици – мана хÿтĕлет» текен сăмах çаврăнăшĕ çĕнĕ мар. Дисциплинăллă, йĕркеллĕ, кăтартуллă пулмаллине, кирек кама та йывăрлăхра алă тăсса памаллине шута илсе çапла хакланă ĕнтĕ мундирлă çынна.

 

Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те милиционера ят-сума чакармасăр тăнăçлăха упрама, хура ĕçсене таса чун-чĕререн тăрă шыв çине кăларма çăмăл пулман. Вăл халĕ те çаплах. Çынсем ăслăланса, анлă тавракурăмланса, тепĕр енчен илсен, усалланса пынине кура – йывăртарах та. Çапах та ун пек е кун пек пулсан та çирĕп йĕркешĕн врачсем евĕр тупа тунă полицисен саккуна хÿтĕлемелле, хăйсене кирлĕ пек тытма, тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Хусан полицийĕн хура событисем хыççăн халĕ те халăхра çивĕч калаçу пырать. Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ йĕркеленĕ видео-конфернци те çак хĕрÿ калаçуранах пуçланчĕ. ЧР ШĔМĕн пуçлăхĕ Сергей Семенов пĕрисен йăнăшĕ ыттисемшĕн пысăк урок пулмаллине каларĕ. Тÿрĕ калаçура республикăра оперативлă лару-тăрăва сÿтсе явнă май, кăçал йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем пирки пуçарнă уголовлă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕç. Списокра Патăрьелсен ячĕ пулни, паллах, пакунлисен ят-сумне те, чыс-хисепне те ÿстермест.

 

Видео-конференцире паянхи полицин çивĕч тĕллевĕсемпе пĕрлех проблемисене те палăртса хăварчĕç.

 

– 17 çул пирĕн сотрудниксем вăрçă кĕрлекен вырăнсене тухса каяççĕ. Малтан çар операцийĕсене хутшăнма, кайран – йĕрке тума... Кавказра çеç миçе çĕр сотрудникпа министерство ертÿçи, представителĕсем службăра пулман-ши! Çакă вара полицин психики, сывлăхĕ çине те витĕм кÿрет, – палăртрĕ ЧР ШĔМĕн пуçлăхĕ.

 

Конференцире пакунлисем те пакунсăррисем те, ветерансем те чун-чĕререн, уççăн тухса калаçрĕç. Кашниех пĕр шухăш патне пычĕ: полиции сотрудникĕ саккуна пăсмалла мар.

 

Районсем хушшинчи “Батыревский” уйрăм начальникĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Андрей Алексеев видео - конференцие хутшăннисене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ.

 

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика