11 апреля 2012 г.
Çул çинче водительсене те, çуран пыракансене те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарсах тăратпăр. Çапах та çакна пĕлмесĕр е пĕлсе тăрсах усал енне хăй ирĕкĕпе туртăнаканнисем тупăнсах тăраççĕ. Апрелĕн 5- мĕшĕ тĕлне районĕпе çичĕ авари пулнă. Телее, вĕсенче çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕх çук, аманнисем вара вуннăн.
Çул-йĕр инспекторĕсем шута илнĕ инкексенчен виççĕшĕнче водительсем çуран пыракан çине пырса кĕнĕ. Кун пек тĕслĕхсем Калинин-Патăрьел–Елчĕк автоçул çинче икĕ хутчен те пулчĕç: Пăлакасси çывăхĕнче çамрăк водитель ачана, Шăнкăртам çывăхĕнче çак ял çынниех икĕ Шăмăршă хĕрарăмне çапса хăварнă. Инкеке лекнĕ кÿршĕсем иккĕшĕ те больницăра.Тепĕр синкерлĕх вара Çĕнĕ Ахпÿртре пулнă. Хисеплĕ водительсем, çавăн пекех çула çуран тухакансем! Çакнашкал кĕтмен пăтăрмахсем пуласси чăн малтан хамăртанах килет. Малашне çанталăк ăшăтса пынăçемĕн çулсем юртан тасалаççĕ, автомобиль куçăмĕ пушшех нумайланĕ. Çавăнпа та руль умне ларнă çыннăн хăйне пырса тивекен йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, инкек сиксе тухасран çирĕп асăрханмалла.
А. КАРГИНА, инспектор.