АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăртамра – Тутарстан делегацийĕ

11 апреля 2012 г.

Апрелĕн 5-мĕшĕнче Шăнкăртама Тутарстан делегацийĕ килсе кайрĕ. Унăн йышĕнче ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ

М. Ахметов, республикăри муниципалитет пĕрлешĕ-вĕсен Канашĕн Председателĕ М. Шакиров, хăш-пĕр район пуçлăхĕсем пулчĕç. Хăнасене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э. Александров, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р. Купкенов кĕтсе илчĕç.

Паллашăва кÿршĕсем Раççейри чи пысăк тутар ялĕсенчен пĕринчен тата тĕп мечĕтрен пуçларĕç. Кĕл тумалли çуртăн историйĕ, православине ĕненекенсемпе мăсăльмансем килĕштерсе пурăнни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕн витĕм кÿни çинчен Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн общество палатин членĕ Альбир–хазрат Крганов муфти каласа пачĕ. Малалла Хусансем Шăнкăртамра пĕчĕк бизнес мĕнле аталаннине фермерсем, предпринимательсем патне çитсе хăйсен куçĕсемпе курчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе, пăшăрхантаракан ыйтăвĕсемпе кăсăкланчĕç. Ĕне выльăх ĕрчетессипе, пахча çимĕç тата пĕрчĕллĕ культура çитĕнтерессипе пĕлтĕртенпе ĕçлекен, паяна Оренбург облаçĕнчен 70 пуçа яхăн вăкăр илсе килнĕ тăватă пĕр тăван Бикчуринсенчен пĕри кун пирки «... пирĕн нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Эпир çемье бизнесĕпе ĕçлеме, выльăх усрама шухăшларăмăр. Вăй хума пĕтĕм услови пур: патшалăх фермер хуçалăхне йĕркелеме укçа уйăрать, çăмăллатнă кредит илме те пулать. Хамăрăн техника, çĕр пур, çанă тавăрса ĕçлемелли кăна юлать»,– тесе палăртрĕ. Çак енĕпе тимлекен Тимербулатовсем те асăннă шухăшах каларĕç.

М.Шарафутдинов предприниматель сортлă вăрлăхсене, удобренисене реализацилессипе тăрăшать. Ял çыннисем ун патĕнчен инçете тухса çÿремесĕрех хăйсене мĕн кирлине туянма пултараççĕ.

Кÿршĕ регионтан килнĕ делегаци Ф.Чабатов хуçалăхĕпе те паллашса тĕлĕнчĕ. Вăл кĕске вăхăтрах выльăх витине реконструкцилесе аш-какай туса илессипе тăрăшма пуçăннă. Çывăх вăхăтрах ĕç калăпăшне тата та пысăклатасшăн.

Нумай нациллĕ Патăрьел районĕ яланах алла усса ларманнипе, хăтлă пурăнма кăмăлланипе палăрса тăнă. Çулсерен чаплăран та чаплă çуртсем çĕкленеççĕ. Çавăнпа та стройматериал ыйтăвĕ яланах çивĕч. Çакна шута илсе М.Хамбиков профнастил тата металлочерепица кăларассипе ĕçлеме пикеннĕ-мĕн. Вĕсемпе районта пурăнакансене çеç мар, республика тулашĕнчисене те тивĕçтерет.

Шăнкăртам халăхĕ пĕр вырăнта тăманнине, пурнăçпа пĕр тан утнине хăнасем хăйсем курса ĕненчĕç. Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов тĕлĕннине те пытармарĕ: “Кунта – пурнăçăн урăх сийĕ. Халăх хăйĕн тăван тăрăхĕнче ĕçлени, ял хуçалăхне çĕклени, çемье çавăрни, бизнес вăй илни нумай япала пирки калать. Районта пурнăç условине лайăхлатма та майсем пур: çĕнĕ çуртсем, шкулсем, садиксем тăваççĕ, ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанса пырать. Ял çыннисем патшалăх паракан пулăшусемпе те усă курма вĕреннĕ” .

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов районта пурăнакансем пĕлтĕр 82,5 млн тенкĕ кредит, вăл шутран фермер хуçалăхĕсем – 34 млн тенкĕ тата потребкооперативсем – 15 млн тенкĕ илнине пĕлтерчĕ. Хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсенчен 54 проценчĕ усă курнă. Николай Иванович малалла район пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Кÿршĕсем çыхăнăва малалла та тăсма килĕшсе уйрăлчĕç. (Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика