АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питомникра ĕç вĕрет

11 апреля 2012 г.

Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче хальхи вăхăтра ĕç вĕресе кăна тăрать. Кунта техника хатĕрĕсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, вĕсем çула тухма юрăхлă. Кăкарса çÿремелли агрегатсене те юсаса пĕтернĕ. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене акма хатĕрлесе хунă. Çак кунсенче имçамлама пуçăнасшăн. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисене çителĕклĕ илсе килнĕ.

Питомник тĕш тырă вăрлăхĕсене туса илессипе тата реализацилессипе те тимлет. Паяна тухăçăн таса амăшне сутса пĕтернĕ. Хамăр районтан кăна мар, ют тăрăхсенчен те килсе илнĕ.

Садра çуркунне тумалли ĕçсене пурнăçлама тытăннă. Пан улми йывăççисен, хурлăхан тĕмĕсен турачĕсене пахчара тăрăшакан ятарлă бригада касса тирпейлет. Çанталăк ăшăтсанах улма-çырла хунавĕсене сутма пуçлаççĕ.

– Пушă тăма вăхăт çук. Халĕ кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла, унсăрăн каю шăтать, – тет питомник ĕçĕпе паллаштарса В.Барышников директор.

(Хамăр корр.).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика