14 апреля 2012 г.
УРАМРА сарăлса выртакан шур кашма куçран çухалнă хыççăн хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртмелли, капăрлатмалли вăхăт çитсе пырать. Ку тĕлĕшпе Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ маларахах çанă тавăрнă темелле: тĕрлĕрен çеçкесене калча тума акнă, кашни кĕштĕк пек лаптăках пăхса тăма ĕç коллективĕсене уйăрнă.Çĕр-шыв типшĕрессе кăна кĕтмелле, алла кĕреçепе кĕрепле тытма кашниех хатĕр.
Кăçал вĕсен тĕллевĕ ытти çулхисенчен те сулмаклăрах. Юлашки виçĕ çулта районти конкурссенче чи-чи кăтартуллă, тирпейлĕ объект ятне çĕнсе илнĕскерсем, хальхинче хăйсен вăйĕпе пултарулăхне республика шайĕнче тĕрĕслесе пăхасшăн.