14 апреля 2012 г.
Район администрацийĕнче санитарипе эпидемиологи тата ведмствăсем хушшинчи комиссисен ларăвĕ иртнĕ. Малтан выльăх-чĕрлĕхсем уртаракан чирпе чирлесрен асăрханас тата хуçасăр кушаксемпе йытăсен шутне чакарас ыйтăва пăхса тухнă, ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕ мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине тишкернĕ.
Лайăхран лайăххисем пур. Хăйсен специальноçне чунтан юратакансен ĕçĕ те ăнса пырать, ачасен хисепĕ те пысĕк. Çакна районта ирттернĕ “Учитель-2012” конкурс та уççăн çирĕплетрĕ. “Ала” витĕр алланса финалти тура тăваттăн юлнă: Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н.Андреева, Нăрваш-Шăхалĕнчи вăтам шкулти М.Николаева, Алманчăри вăтам шкулти А.Горбунова тата Çĕньялти вăтам шкулти Н.Квасова. Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филалĕн залĕнче ирттернĕ пĕтĕмлетÿре вĕсем суйласа илнĕ тепрер уçă темăпа заняти ирттернине кăтартрĕç. Кашнийĕшĕ комьютерпа усă курать. Нăрваш-Шăхалĕнчи М.Николаева Тăван çĕр - шывăн Аслă вăрçă çÿлĕсенчи çĕнтерÿ пĕлтерĕшне çутатса пама тăрăшрĕ. Алманчăри А.Горбунова Чăваш Енри авалтан пыракан йăла - йĕркене сыхласа хăварас енĕпе ирттерекен мероприятисене аса илтерчĕ. Терапи мелĕсем çын организмне мĕнле витĕм кÿнипе Н.Квасова паллаштарчĕ.
Пĕрремĕш вĕтам шкулти Н. Ан-дреева ытларах комьютер, унăн уссипе сиенĕ çинче чарăнса тăчĕ. Аслă техника çине куçни сахалрах шухăшлама ыйтмасть-и-ха; Пĕр-пĕр сочинение, реферата унпа усă курса ачасем çăмăллăнах хатĕрлеççĕ. Анчах ăна çырас тесе пĕр литература та вуламасса, алла кĕнеке тытмасса пултараççĕ.
Н. Андреева электронлă дневник çине çывăх вăхăтра куçассине те пĕтĕмпех ырламарĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ 100 проценчĕпех интернет урлă унпа усă курма пĕлмест. Çитĕнекен ăрăва йывăрлăх кÿмест и çакă; Апла пулсан, камшăн унта паллă лартмалла;
Мероприятине педагогсен элити (пĕрремĕш, иккĕмĕш тур çĕнтерÿçисем, шкул директорĕсем, çумĕсем, професси тĕ-лĕшпе лайăххисем) пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов саламларĕ, çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А.Пирогов, университет филиалĕн директорĕ Л.Лялина, хăй вăхăтĕнче педагогика ĕçĕнче нумай вăй хунă Р.Сапожниковапа Р.Сафиуллов ветерансем те ăшă сăмахсем каларĕç. А.Горбунова технологи, Н.Квасова биологи-хими, М.Николаева информатика учителĕсен ĕçне жюри тĕрлĕ номинаципе хакларĕ. Н.Андреева (ÿкерчĕкре) историк вара “Учитель-2012” конкурс çĕнтерÿçи пулчĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.