14 апреля 2012 г.
Первомайскинчи “Шуçăм” ача садне çÿрекенсем “Юмах тĕн-чинче” пулса курчĕç. Асамлă “Çул çÿреве” шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ те килчĕ. Меро-приятине Т. Хураськина воспитательница хатĕрленĕ. Вăййа хутшăнакансене Татьяна Аркадьевна юмах ячĕсене туптарчĕ, ваттисен сăмахĕсене аса илтерчĕ. Аслисен ÿкерес пултарулăхне тĕрĕслени те вырăнлă тухрĕ.
Т. Хураськина ачасемпе сакăр çул ĕçлет. Виçĕм çул хăй те ра-йонти “Çулталăк воспитателĕ” конкурса хутшăннăччĕ. Ачасем тăрушуллă ĕçчен çумĕнче пулнишĕн эпир хĕпĕртетпĕр.
И. ЛЕПЕШКИНА, Е. СМИРНОВА.