21 апреля 2012 г.
Кăçалхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен тата çу уйăхĕн 21-25- мĕшĕсенче 1-3 çулсенчи ачасене полиомиелитрен иммунитета аталантарма вакцина яма палăртнă. Мĕнпурĕ 890 ачана профилактика прививки тумалла. Полиомиелит–нерв системипе çыхăннă питĕ йывăр вирус чирĕ. Ун чухне çурăм шăммин миминчи тĕссĕр япала сиенленет, урăхла каласан полиомиелит–урасен параличĕ.
Тепĕр чухне ачасем те, ватăсем те уксахласа утнине асăрхатăн. Ку вăл урана хуçнă е мăкăлтанă хыççăнхи суран мар, çакă шăпах çамрăкла полиомиелитпа чирленин палли. Унăн вирусĕ ытларах апат-çимĕçрен, таса мар алăран ерет. Çак усал чир сывлăшпа та çакланма пултарать. Çавăнпа полиомиелитран асăрханма, сыхланма организма вакцина яни питĕ пысăк пĕлте-рĕшлĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ çакна çирĕп шута илмелле.