АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килтен-киле çÿрет хыпар хăнар

21 апреля 2012 г.

Районти çар комиссариатĕнче çуркуннехи призыв кампанийĕ пуçланичченех пĕр тапхăр хапха умĕнче лăк тулли хура халăх тăчĕ. Çыннисем вара паян-ыран салтака кайма ят тухмаллисем те мар. Вĕсем хушшинче шурсухалсем те, вăйпиттисем те, нумай пулмасть çар тумне хывнă çамрăксем те пур. Халиччен пулман тĕркешÿ, ахăрашу, пĕр-пĕрне кÿрентерни историе çырăнса юлнă 90-мĕш çулсенчи талон черетне аса илтерчĕ. Калăн, йÿнĕ хакпа кĕрпе-çăнăх, кăлпасси е тата темтепĕр сутаççĕ. Эмоцие пытарайман сăн-питлĕ çынсем пĕринчен тепри çар комиссарĕ е пай пуçлăхĕ патне маларах лекесшĕн талпăнаççĕ. Мĕн пулнă, мĕнле сăлтавпа халăх сасартăк шăв-шав çĕкленĕ; Ыйту çине хурав тупас тĕллевпе пирĕн хаçат сотрудникĕ Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар пайĕн пуçлăхĕпе В.Лященкопа тĕл пулса калаçнă.

– Халăх хушшинчи пăлхану Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă çынсемшĕн çар комиссариатĕнчен темĕнле йышши справка илсен çав çулсенчи тĕрлĕрен ĕçшĕн, премисемшĕн пысăк компенсаци параççĕ текен хыпартан пуçланнă. Укçа еннелле вара шапан та алли тăсăлать. Кăна эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Сас-хура тăрăх Тутар республикинче вăрçă паттăрĕсен хăш-пĕр тăванĕсем виçшер миллион тавăру кĕмĕлне илнĕ-мĕн. Кама ăмсантармĕ çакă! Суя хыпар вара усалли пекех утпа çÿрет. Пĕрре тăваттăмĕш пайĕнче тутар халăх пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхне те вăл туххăмрах саланнă. Кун пирки вара район халăхне акă мĕн каласшăн: паян таçтан çĕкленĕ ыйтупа нимĕнле патшалăх программи те çук. Сăмахран, ветерансемпе салтак арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа тухрĕ–ăна вырăнсенче çийĕнчех пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Çăмăллăхпа пирĕн районта та чылайăн усă курчĕç. Тавлашуллă ыйтупа вара “пăр тапранмалли” сăлтав кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнче “ Рос-сийская газета” хаçатра çырнă “Боевые 100 рублей” материал пулчĕ. Халăх ăна лайăх ăнланмасăр пĕрин хыççăн тепри тÿрех укçа çулне çухатас мар тесе çар комиссариатне çул тытнă. Суя тупăш çăлкуçĕ – Хусанти краеведени музейĕн пуçарăвĕ. Архив хучĕсемпе нумай çăрăлса ларнă май, вĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне тухнă: 1941 çулта салтака кайнă вăрçă ветеранĕсене укçа-тенкĕ те тÿлемен, çавăн пекех ни-мĕнле хушма хавхалантарусене кĕнекесем çине куçарса паман. Ун вырăнне вĕсен кĕмĕлĕсене темĕнле пуян банка куçарнă имĕш.Таврапĕлÿçĕсен тĕллевĕ– тăванĕсене вилнĕ паттăр салтаксене ăçта тата хăçан пытарнине, вĕсен ятарлă счечĕсене шыраттарса туптарасси. Юлашки шухăшĕ укçа-тенкĕпе çыхăннăран, иккĕмĕш-виççĕмĕш сыпăкри хурăнташĕсем çеç мар, мăнукĕн ачисем те куçĕсене яриех уçнă иккен. Ара, пĕлĕтрен йăтăнса анакан укçа камшăн ытлашши пулĕ-ха;

Краеведсем сĕннĕ ыйтăва пурнăçа кĕртме паян çар комиссариатĕнче хăшпĕр справкăсене, извещенисене хатĕрлесе пама пултаратпăр. Анчах та чи кирли ¬– çар чаçĕн номерĕ– пирĕн архивра çук. Вăл пулмасан Хÿтĕлев министерствин тĕп архивĕнчен те нимĕнле хут памаççĕ. Ку ыйтупа эпир Мускава тухса курнă. Çавăнпа та çар комиссариатне пĕр справкăшăн çеç капланса килекен çынсем çакна пурте ăнланса пĕтереймеççĕ пек туйăнать: ĕçе вĕçлес, алла укçа илес тĕллевпе райадминистрацине те, социаллă пулăшу пайне те пĕлмесĕр, чуххăм каяççĕ, вĕсен хаклă вăхă-чĕсене те çухатаççĕ. Çакă вара кăлăхах. Малалла вĕсен чуна пăшăрхантараканнине вĕçне çитерес, вилнĕ паттăр салтак, тăван пирки тулли информаци пĕлес, çитмĕл çул ытла иртнĕ хыççăн архив докуменчĕсене сĕтел çине кăларас тĕллевпе хăйсен ĕçлемелле. Тепĕр тесен тата тăванлăх туйăмĕ пысăк çынсен таçтан илтнĕ темĕнле шăв-шавшăнах тÿрех хыпăнса ÿкмелле мар, пирĕн пата кирлĕ ыйтупа çырупа тухмалла, эпир вĕсене вăхăтра хурав паратпăр,–ăнлантарчĕ Валентин Валерьевич.

Çак темăпа çар пайĕнче калаçса ларнă май, паянхи пурнăçра эпир кашни ыйтушăнах шухăшламасăр-тумасăр, тивертнĕ шăрпăк пĕрчи краççын çине лекнĕ евĕр хыпса илнĕн туйăнчĕ. Халиччен ниçта та ĕçлесе капланман 24 çулхи каччă (аслашшĕшĕн мăнукĕ пулать ĕнтĕ), сăмахран, ку таранччен салтак вăрçăра вилнине ашшĕ сăмахĕ тăрăх çеç пĕлет, шкулта вунпĕр класс вĕренсе тухса та унăн шăпи, синкерлĕхĕ пирки пĕрре те интересленмен, тăванĕсенчен те ыйтса пĕлмен. Çак темăна тĕпчеме мар, хускатман та. Вилнĕ, вилнĕ...Çĕртен пулса çĕре çаврăнакан ÿчĕ те масар çинче мар. Хĕресĕ те , ячĕ-шывĕ те аса илтерсе тăмасть. Çемьери пĕртен пĕр тĕпренчĕк “Российская газета” хаçат çинчи материал пичетленсе тухиччен районти çар комиссариатне пырса аслашшĕн синкерлĕхĕн сăлтавне тĕп-ченĕ, хутсем шыраттарнă пулсан, ун пирки ыррине çеç калама пулатчĕ. Халĕ вара... Çакăн хыççăн манăн куç умне вăрçăччен Туçара аннесен умне виçĕ кукка хăйсен ашшĕпе лартса хăварнă кăтра çÿçлĕ йăмрасем тухса тăчĕç. Ял илемĕ, истори палăкĕ пулса пурăнчĕ вăл нумайччен. Анчах шел, вăрçăран таврăнайман тăванăмăрсен тĕрлĕ çĕрте çĕрекен ÿчĕсен хевти пĕтнĕрен-ши, вĕсем те ватăлчĕç, çил-тăвăл мăшкăлĕ пулчĕç – йăванчĕç, хăрчĕç... Юнлă вăрçă хирĕнче пĕр килтен тăваттăн выртса юлнă Петровсен кун-çулне çывăх пĕлекенсем те чăн çĕре куçрĕç. Паян вĕсен ят-шывне, паттăрлăхне ламран-лама куçарасси – тĕп тĕллев. Пирĕн ырă пуласлăхшăн пуçне хунă салтаксем тĕрлĕ çĕрте канлĕх тупчăрах. Вĕсен ячĕпе чунсене кăшласа “пуйма” та тăрăшар мар. Йывăр тăприсем пурин те çăмăл пулччăрах.

Альбина ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика