АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИШКЕРÿ: ПĕЧĕК ТАТА ВĂТАМ БИЗНЕС

21 апреля 2012 г.

Чăвашстатра Раççейре тата республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса пĕтĕмĕшле сăнаса тишкернин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Сăнав унăн аталанăвне, унăн йывăрлăхĕсене туллин уçса пама пулăшнă. Паллах, мероприятире кĕтмен йывăрлăхсем те сиксе тухнă. Уйрăмах пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕлĕшпе. Регистраци тунă чухне пĕлтернĕ адрессемпе телефонсем час-часах чăннипе пĕр килмен. Пайтаçăсем хăйсем пирки пĕлтерме васкаманни те сисĕннĕ. Çапах та Чăвашстат патшалăх регистрацине тăнă предпринимательсене мероприятие туллин явăçтарма тăрăшнă. Унăн ертÿçи Эльвира Максимова каланă тăрăх 14840 пĕчĕк предприятипе 45563 уйрăм пайтаçă ĕçне тишкернĕ. Чăваш енри предприятисен 79,9 проценчĕ отчет тăратнă, Раççейпе – 65,3, федерацин Атăлçи округĕпе (ФАО) – 72 процент. Округра пирĕн республика пĕрремĕш вырăнта. Республикăра регистрациленĕ уйрăм пайтаçăсен 87,6 процентĕнчен отчет илнĕ. Раççейĕпе – 71,7, ФАОпа-68,7. Округра ку енĕпе эпир виççĕмĕшĕсем. Чăваш Енре 1000 çын пуçне 10 пĕчĕк тата вăтам предприяти, 32 уйрăм пайтаçă (Раççейĕпе, ФАОпа 12 тата 20).

Республикăри кашни тăваттăмĕш пĕчĕк тата вăтам предприяти, кашни виççĕмĕш уйрăм пайтаçă отчетра нуль кăтартнă. Çакă вĕсем ĕçлеменнине е кăтартусене пытарнине, е статотчета ячĕшĕн кăна таратнине кăтартать. Çав шутрах уйрăм пайтаçăсен 35 проценчĕ ытти предпринимательсем патĕнче е предприятире тара кĕрешсе ĕçленине пĕлтернĕ. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем суту - илÿре, техника, йăла хатĕрĕсене юсанă (35,5 процент), куçман пурлăха сутнă-илнĕ, аренда тата çăмăллăх кÿнĕ(19,7), газ, шыв. электроэнергипе тивĕçтернĕ çĕрте (13,5), тирпейлекен производствăра, строительствăра (12,9) нумай. Уйрăм пайтаçăсен 50 проценчĕ суту-илÿре тăрăшать. Куçман пурлăхпа операци тунă çĕрте, транспорт ĕçĕ-хĕлĕпе, строительствăра тăрăшакансем те самаях. Отчет тăратнă пĕчĕк предприятисен 68 проценчĕ Шупашкартан, районсенчен-20, Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчен 12-шер процент. Уйрăм пайтаçăсен çуррине яхăн Шупашкарта ĕçлет.

Пĕтĕмпе 12015 пĕчĕк тата вăтам предприятие шута илнĕ.Çав шутран 2010 çулта 9007-шĕ ĕç-хĕлне йĕркелесе пыни палăрнă. Вĕсенче 115,8 пин çын вăй хунă.Тавар сутса тата çăмăллăх кÿрсе 130,6 млрд тенкĕ тупăш илнĕ.

Çакăн пекех тишкерÿ хыççăн республикăра 39,6 пин уйрăм пайтаçă пулни палăрнă. Вăл шутран 2010 çулта 27,7 пинĕшĕ ĕç-хĕлне тытса пынă. Вĕсенче 56,1 пин çын ĕç тупнă. Тавар сутса, çăмăллăх кÿрсе тунă тупăш 38,6 млрд тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Енре ĕçлекен пĕр вăтам предприяти пуçне 182 млн. тенкĕ услам тухнă. Вĕсенчен кашнинче вăтамран 114 çын вăй хунă. Пĕчĕк предприятисен кăтартăвĕ 33,2 млн тенкĕпе танлашнă, ĕçлекенсен йышĕ - 36 çын. Унран та пĕчĕк предприятисен вара 4,7 млн тенкĕ, 4 çын.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пĕтĕмĕшле сăнаса тишкернине 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Малашне кун пек сăнава пилĕк çулта пĕрре ирттерĕç.

ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин пай пуçлăхĕ Елена Сергеева малашне патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма ытларах пулăшассине каларĕ. Сăмахран, производствăна модернизацилеме çăмăллатнă кредит параççĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелекенсем грант илме пултараççĕ. Районсенче бизнес-центрсем (Муркаш, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел) уçăлни те предпринимательлĕхе аталанса вăй илме пулăшĕ.

Л. НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика