21 апреля 2012 г.
И.Мурзакаевапа Ф.Япаров Аслă Чементи вăтам шкулăн вуннăмĕш, А.Кошелев вунпĕрмĕш класĕнче вĕренеççĕ. Виççĕшĕ те Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулчĕç. Мĕншен тетĕр-и; Вĕренÿри хастарлăхшăн, мероприятисен пуçаруçисем пулнăшăн. Вĕсем шкулта иртекен конкурссене сахал мар хутшăнаççĕ. Ирина, акă правопа, обществознанипе олимпиадăра районта, республикăра çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулчĕ. Виççĕмĕш класранпах районти “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” наукăпа практика конференцине хутшăнать. Хĕр ача иртнĕ çул унпа та республикăра малтисен шутне кĕчĕ. Çакнашкал çитĕнÿ Алешăн та пур. Компьютерпа интересленекенскер, район тулашĕнчи ÿкерчĕксен “Асамат кĕперĕн ăсталăхĕ”, “Кадрта – çамрăк техниксем”, “Чăваш Ен–тăван ен” конкурсĕсенче çĕнтерчĕ. Акăлчан чĕлхипе республикăра мала тухса пĕтĕм тĕнчери тупăшура финала лекрĕ. Алешăпа Федьăна спорт та çывăхлатать. Иккĕшĕ те тĕрлĕ енĕпе районăн пĕр-лештернĕ команди йышĕнче тăраççĕ. Ф.Япаровсăр пĕр спорт мероприятийĕ иртмест тесен те тĕрĕсех пулĕ. Хастар йĕлтĕрçе районта чылайăшĕ пĕ-леççĕ.
Шкул ачисем виççĕшĕ те “Русский медвежонок”, “Британский бульдог”, Чĕвĕлти чĕкеç”, “Кенгуру” конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Вĕсене пĕрлештерекен тепĕр ен вăл– “Ассорти” ташă кружокне çÿрени. Ирина шкулти аслă классен советĕнче вĕренÿ секторĕшĕн, Алексей спортшăн яваплă. Ашшĕпе, амăшĕпе пĕрле вăл 2010 çулта “Çулталăк çемйи” конкурса та хутшăннăччĕ. Маларах А.Кошелев район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăнăччĕ.
М.МЕДВЕДЕВА.