21 апреля 2012 г.
Лавка хыççăн лавка, “Магнит”, “Сахарок” йышши суту-илÿ çурчĕсем уçăлнă чухне Патăрьелĕнчи райпона ĕçлеме çăмăл мар. Хуть мĕн тесен те туянакан йÿнерех тавар илме тăрăшать. Апла пулин те ку системăра вăй хуракансем йывăрлăхсене çĕнтерме майсем тупаççĕ. 2011 çула райпо мĕнле вĕçленине тата малашлăхри тĕллевсем, çитменлĕхсем пирки Совет председателĕпе П. Перепелкинпа калаçрăмăр.
–Петр Алексеевич, иртнĕ çул сирĕншĕн мĕн-лерех пулчĕ;
– 2011 çул, маларахрисемпе танлаштарсан, ăнăç-лăрах тесе хаклас килет. Конкуренци ÿснĕ май ĕçлеме çăмăлах мар пулин те иртнĕ çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш 235 миллион та 973 пин тенкĕпе танлашнă е 2010 çулхинчен 11 миллион та 112 пин тенкĕ нумайрах. Тавар укçа пулса çаврăнса кĕресси вăтамран 83 кунта пулса пырать. Ку лавккасенче выртакан, сутăнман япаласем ытлараххипе çыхăннă. Малашне çак ыйтупа ытларах тимлемелли, халăх ыйтакан таварсене нумайрах илсе килмелли пирки сутуçăсемпе калаçрăмăр. Çавăн пекех кредит мелĕпе те усă курма тытăнтăмăр. Çыннăн курттăмăн туянма укçи çитмест, япали кирлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă майпа 259 пин тенкĕлĕх сутнă.
Ял халăхне райпо лавккисене кĕрсе тухма кăмăллă пултăр тесе те тăрăшатпăр. Суту-илÿ çурчĕсен çулĕсем çамрăк мар, вĕсене çĕнетессипе тимлерĕмĕр. Патăрьелĕнчи “Ача-пăча тĕнчи”, Çĕнĕ Ахпÿртри, Козловка-Пăлакассинчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата ял хуçалăх таварĕсен, Алманчăри, Тутар Сăкăтĕнчи, Первомайскинчи лавккасене юсанă. Вĕсемсĕр пуçне Турханти столовăйне сăн кĕртнĕ. Суту-илÿ тата технологи оборудованийĕсене 1 миллион та 498 пин тенкĕлĕх туяннă. Материалпа техника базине аталантарма 4 миллион та 67 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕçлемелли тата нумай-ха. Çывăх çулсенче пур объекта та шыв кĕртессине, канализаци тăвассине вĕçлемелле.
– Обществăлла апатлану отраслĕнче кăтартусем мĕнлерех;
– Ку системăра пурĕ 16 предприяти ĕçлет, вĕсенче 420 вырăн. Пĕлтĕр обществăлла апатлану предприятийĕсем 22 миллион та 115 пин тенкĕ укçа кĕртнĕ. Тупăш маларахри çулсенчен 2 миллион та 500 пин тенкĕ ытларах. Паллах, тунă ĕçсемпе лăпланса ларма шухăшламастпăр. Ытларах кĕмĕл кĕртме май пуррине асра тытса çамрăксене валли культурăллă канмалли вырăнсем тума палăртатпăр. Апат хатĕрлемелли оборудовани кивелнине тата электричество вăйне нумай тăкакланине шута илсе вĕсене улăштарассипе, апат пахалăхне лайăхлатассипе тимлетпĕр.
– Райпо эмел курăкĕсем, макулатура, çĕтĕк-çурăк тата ытти япаласене пухассипе те ĕçлет...
– Тĕрĕсех. Иртнĕ çул 21 тонна эмел курăкĕ тата пĕр тонна çырла-çимĕç халăхран туяннă. Илнĕ продукцишĕн 27 миллион тенкĕ тÿленĕ. Ман шухăшпа, çак ĕçе хутшăнакансен çемйин бюджетне аванах укçа кĕнĕ. Эмел курăкĕсене пухассипе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тата шкулсемпе çыхăну тытатпăр.
Çитменлĕхсем те пур-ха. 2011 çулта ял хуçалăх продукчĕсене тата чĕр таварсене туянассипе çителĕклĕ тăрăшман. Выльăх тирне тата макулатура 2010 çултинчен сахалтарах илнĕ.
Рынок системи çĕнĕлĕх-сем кĕртме ыйтать. Акă, райпо халăха 460 тонна хывăх, 27 тонна тырă, 17,5 тонна комбикорм, 18 тонна сухан (севок), 85 тонна çĕр улми сутнă. Ял çыннисене удобренисемпе тивĕçтерме те пирĕн майсем пуррине шута илсе ăна сутма тытăнасшăн. Çавăн пекех манăçнă йăласене тепĕр хут пурнăçа кĕртесшĕн, халăхран ĕне-выльăх, сысна какайне пухассине...
– Çăкăр заводĕнче ла-ру-тăру еплерех;
– Пĕлтĕр кунта 25 миллион та 500 пин тенкĕлĕх продукци кăларма палăртнăччĕ. Шел пулин те, плана 25 миллион та 163 пин тенкĕлĕх кăна тултарнă. Çăкăр тата çăкăр-булка 529 тонна пĕçернĕ, кондитер изделийĕсене 121,8 тонна хатĕрленĕ, 15,6 тонна пулă тăварланă. Кăтартусем иртнĕ çултисенчен начартарах. Пĕчĕк бизнесăн 245 предприятийĕнчен 28-не çеç хамăр продукцисемпе тивĕçтеретпĕр. Конкурентсем нумай, çавна май рекламăпа та, кăларакан изделисен пахалăхне лайăхлатассипе те ытларах вăй хумалла. Çăкăр пĕçерекен кăмакасене газпа ĕçлекеннисене иккĕ туяннă, çăкăр-булкăна, пылак çимĕçсене çатăрка хутпа витессине автоматизациленĕ.
– Хуть хăш ĕçре те кадрсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Эсир кун пирки мĕн калама пултаратăр;
– Суту-илÿ системинче пурĕ 415 çын вăй хурать. Ĕçлекенсен квалификацине ÿстерессипе çулленех тимлетпĕр. Пĕлтĕр районти кооперацинче 50 тăрăшакан хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç. Райпора ĕçлекенсенчен 46-шĕ – аслă, 138-шĕ вăтам специальность пĕлĕвĕллĕ. Аслă çултисем çамрăксене хăйсен опычĕсене параççĕ. Кадр ыйтăвĕ ан пултăр тесен ĕç укçи пирки те шухăшлама тивет. Райпо системинче тимлекенсен шалăвне пĕлтĕр 2010 çултинчен 17 процент ÿстернĕ. Вăл халь 7 пин те 46 тенкĕпе танлашать.
Çитĕнÿсем тăвасси, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пĕр е икĕ çын вăйĕпе çеç пулмасть. Конкуренци аталаннă чухне пушшех те. Çакна шута илсе ĕçлетпĕр те ĕнтĕ эпир.
О. ПАВЛОВА калаçнă.