18 апреля 2012 г.
Раççей çарĕн пĕтĕмĕш-ле йышĕнче 1 миллион та 207 пин. Вĕсенчен 160 пинĕ – хĕрарăм. Салтак тумĕллĕ чиперккесем тĕрлĕ чаçре хĕсметре тăраççĕ, хатĕрленĕвĕпе, шанчăклăхĕпе каччăсенчен чылай уйрăлса тăраççĕ. Анчах та Раççейре ытти хăш-пĕр çĕр-шыври пек (Израиль, Австрали... ) 18 тултарнă хĕрсене салтака илесси вăйлах аталанман. Пикесем хутран-ситрен çеç, хăйсен ирĕкĕпе тăван çĕре хÿтĕлеме каяççĕ е мăшăрланнă хыççăн упăшкисемпе пĕрле хĕсмет ĕçне кÿлĕ-неççĕ. Сăмах май, Израильте салтакра пулни пысăк чыс шутланать. Хĕр-хÿтĕлевçĕсем йăхран-йăха куçса пыраççĕ.
Пирĕн район хĕрĕсем хушшинче те салтак пăттине тутанса пăхас шухăшлисем пур иккен. Акă, 2010 тата 2011 çулсенче пилĕкшер пике çар тивĕçне пурнăçлама контрактпа кайнине хыпарларĕ Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕн специалисчĕ И.Анисимова. Кăçал та çулталăк пуçланнăранпа икĕ чиперкке килĕшÿпе çар ретне тăраççĕ. Вĕсем хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ, çара юрăхлине çирĕплетекен хутсене илнĕ. Çывăх кунсенчех иккĕшĕ те тăван тăрăхпа сыв пуллашĕç.
– Районтан контрактпа каякан хĕрсем ытларах Мускав облаçĕнчи Балашихăри шалти çарсен чаçĕнче службăра тăраççĕ. Вĕсене ятарлă хваттерпе тивĕçтереççĕ е пÿлĕме тара тытса пурăннăшăн укçа тÿлеççĕ. Хальхи вăхăта унта медицина пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем 5-6-ран кая мар кирлĕ. Кăмăл тăвакансем çар комиссариатне килме пултараççĕ, –тесе пĕлтерчĕ Ирина Александровна.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕлени – пысăк чыс. Арçынсемпе пĕр тан службăра тăракансене вара икĕ хут хисеплес килет. Вĕсем йывăрлăхсенчен хăрамасăр çак утăма тăваççĕ, этем-лĕхĕн черчен пайĕ чăннипех те вăйлине тепĕр хут çирĕплетеççĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА.