18 апреля 2012 г.
ЫРАН, апрелĕн 19-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра юристсен пĕрлешĕвĕн общество организацийĕ район прокуратурипе пĕрле ĕç законодательствине, граждансен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ятарлă тематика кунне йĕркелет. Асăннă мероприятие район администрацийĕн представителĕсем, вырăнти влаç çыннисем, ĕçпе тивĕçтерекен районти организаци-предприяти ертÿçисем те хутшăнаççĕ. Калаçу ирĕклĕ, уçă иртмелле. Çавăнпа та ĕç проблемипе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та чунра тытса тăмасса пултаратăр. Кашниех кирлĕ пек хурав тупĕ, кирлĕ пулсан пулăшу та анĕ.