АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акана тухма хатĕр

18 апреля 2012 г.

Апрель варрине çитсен тин хĕвел хăйĕн питне кăтартрĕ. Ака каярах юлса килесси каламасăрах паллă. Сăмах май, Тăрăнта пурăнакан, чылай çул хушши агрономра ĕçленĕ Ф.Медведев каланă тăрăх, 1964 çулта майăн 5-мĕшĕнче çеç акма тухнă-мĕн.

– Çанталăк ăшăтма тытăнчĕ, çĕр кăшт типшĕрсенех сÿреме тухатпăр. Вăрлăхсене имçамлама паян-ыран пуçăнатпăр, – терĕ “Жизнь” агрофирма ертÿçи Р.Санзяпов мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен.

Агрофирмăн çĕр лаптăкĕ кăçал тата пысăкланчĕ. Унччен Ыхра Çырминне тата Чăваш Ишексен пĕр пайне çеç акса-лартнă пулсан, кăçал пурте кунта куçнă. Халь вĕсен пĕрле 1800 гектара яхăн çĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1000 гектар йышăнмалла. Кĕрхисене 400 гектарта никĕсе хывса хăварнă. Тĕш тырă вăрлăхне пĕлтĕр те çĕнетнĕччĕ-ха, кăçал та “симбирцид” çурхи тулă 60 тонна тата “львовская–22” вика 15 тонна туяннă. Çĕр улмине 35 гектар лартма планланă, унăн «таса амăшне» те ютран илме килĕшÿ тунă. Нумай çул ÿсекен курăксем 400 гектарта çитĕнеççĕ, çуркунне тата 100 гектар хушса акасшăн. Вĕсене те кĕрхисемпе пĕрлех апатлантарма пăхнă.

Вăрлăхсене имçамлама ятарлă бригада хатĕрленĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларса сывлăхĕсене тĕ-рĕслеттернĕ.

Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕр-мелли материал та çите-лĕклĕ. Техника тĕлĕшĕн-чен йывăрлăхсем пулмалла мар. Акана икĕ Т–150, пĕр МТЗ–1221, МТЗ–82, МТЗ– 980, ДТ–75 тракторсем хутшăнмалла. Çавăн пекех пĕр ретлĕ икĕ тата виçĕ ретлĕ пĕр сеялкăна кăкарма палăртнă. “Хурçă утсемпе” ытти агрегатсене механизаторсем хăйсемех юсанă, хатĕррисен ретне лартма юрăхлă тунă. Патшалăх тĕрĕслевĕ те вĕсем çула тухма пултарнине çирĕплетнĕ.

Хуçалăхра столовăй ĕçлеме пуçланă. Вăй хуракансене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Тăкака агрофирма хăй çине илет.

Кадрсем яваплă тапхăра валли çителĕклех. Аслă çултисемпе пĕрлех çамрăксем те хастар хутшăнĕç. Шалусăр пуçне вĕсене пĕр тÿлевсĕр утă, улăм па-раççĕ.

О.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика