АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фактсене пăсса кăтартмалла мар

18 апреля 2012 г.

Юлашки эрнесенче Чăваш Енре пулнă темиçе ĕçпе Раççей шайĕнчех кăсăкланма пуçларĕç.Чăваш Енре “тĕрĕс маррине çыракан МИХсен “ хура списокне” хатĕрлесси пирки калакан информаци ыттисенчен ытларах та калаçтарчĕ – ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче распублика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла пĕлтернĕ-мĕн. Ку пуçарăва МИХсем, политиксемпе общество деятелĕсем, çав шутрах РФ Федераци Канашĕн тата Раççей Общество палатин членĕсем те, сивленине палăртрĕç. Раççей Общество палатин çак ыйтăва ака уйăхĕн 12- мĕшĕнчи ларăвĕн кун йĕркине те кĕртнĕ. Часах Интернета канашлу стенограммипе аудиофайл вырнаçтарчĕç – “хура список”, цензура тата МИХсене администраци хĕсĕрлени йышши ыйтусем хăйсемех сирĕлчĕç. “Хура список” “йĕркеленни” тата юлашки кунсенчи пулăмсем – парне те интереслентерекеннисем – пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев “РЕГНУМ” информаци агентствине панă интервьюра каласа кăтартнă.

“Сăмах çынна сиплеме те вĕлерме те пултарать. Журналистсен вулакансен, телекуравçăсен, радио итлекенсен умĕнчи хăйсен яваплăхне туймалла. Тĕрĕс марлăх ытларах чухне опыт çитменрен кайнине ăнланатăп, çавăнпах культура министрне журналистикăри çамрăк кадрсемпе вĕçĕмсĕрех ĕçлеме хушрăм. Çапах та чи кирли – эпĕ МИХсен йывăрлăхĕсене уççăн сÿтсе явма – общественноçа, тĕп редакторсемпе журналистсене явăçтарса – сĕнтĕм. Манăн шухăшăмпа – çакăн пек площадкăсенчен пĕри Чăваш ЕН Общество палати пулма пултарать. “Хура МИХсен списокĕ” пирки хатĕрленĕ материалсем ăнланусăрлăх тейĕпĕр, çавна пулах хисеплĕ çынсем çук цензурăна хирĕçлесе хăйсен тарăхăвне палăртрĕç. Тĕрĕссипе, ку тавлашусем сăлтавсăрах çуралчĕç. Ним çукранах çĕкленĕ шăв-шав. Акĕ вăл – пичет сăмахĕн пултару тата аркату вăйĕн кăтартуллă тĕслĕхĕ”.

Халĕ лару-тăру паллă анекдотрине аса илтерет: кашăкĕсем тупăннă, анчах лĕкĕ (йывăр туйăм) юлнă... Çавна май эпир «Новости» РИА тата информаци агентствин корреспонденчĕн материалне хăйне евĕрлĕ хатĕрлесе панă ытти МИХа официаллă чĕнÿ ятăмăр. Кăларăмсен ертÿлĕхĕ пĕрле янă аудиоçыртарăва тата канашлу стенограммине тĕплĕн тишкерессе, тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса шанатпăр, палăртнă Михаил Васильевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика