18 апреля 2012 г.
Çапла калас килет манăн Треньелĕнчи Петр Петрович Сурков пирки. Ытла та кĕтмен çĕртен татăлчĕ-çке унăн кун-çулĕ. Çур ĕмĕр те тултараймарĕ вăл. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пĕтереймерĕ. Мăшăрĕпе иккĕшне ватлăхра хăйсене пăхмашкăн тесе çуратнă ывăлĕшĕн çирĕп тĕрек пулаймарĕ. Иртеççĕ кунсем, шăваç-çĕ çулсем. Çурхи шыв çуллен çĕр питне çуса тасатса тавралăха çĕнĕ сăн кĕртет, çут-çанталăк чĕрĕлет. Пурнăç темле илемлĕ пулсан та пилĕк çул каяллахи çемье хуйхи пирчемест, кулянăвĕ чакмасть, чĕрене ыраттарать. Ытла та кăмăллă çынччĕ-çке вăл. Ĕçре матурччĕ, алли-ури ăстаччĕ. Кирек хăш ĕçе те пуçăнма ÿркенместчĕ. Ял варрине çемьепе çĕкленĕ икĕ хутлă тăпăл-тăпăл çурчĕ аякран илемлĕн курăнса ларать. Унта халĕ суту-илÿ лавкки уçнă. Çемье пурăнакан тĕпри çурчĕ те тĕреклĕ. Унти пурнăç условийĕ хулари евĕрех: газпа хутăнать, шыв кĕрет, тухать. Çак хăтлăха йăлтах Петр Петрович тăрăшнипе тунă.
– Çурт çĕкленĕ чухне айккинчен çын тытса ĕçлеттермен эпир. Тăрринчи шăвăçа витессине те мăшăрпа ывăл хăйсем çине илчĕç, – аса илет Лариса Ивановна.
Сурковсем пус çумне пус хушса тенкĕ пуçтарнă, тенке перекетлесе хуралтисене тунă.
Ар енчи йăх тымарĕсем Сурковсен Пăлакассинче. Петр Трифонович Треньел хĕрне качча илнĕ пулнă. Кĕтмен инкек çемьене çуртсăр-йĕрсĕр тăратса хăварнă. Пушар çапла вăл. Вара Сурковсем анийĕшĕ патĕнче хÿтлĕх тупнă. Çавна май Петр Петрович та çул çитсе çемье çавăрсан Треньелĕнче тĕпленнĕ. Çар тумне хывнă кĕрнеклĕ хул-çурăмлă çамрăк “Батыревский” совхозра чылай çул механизаторта ĕçленĕ. “Исток” кооперативра вăй хуракансем те ăна паянхи кун ырăпа асăнаççĕ. Треньелĕнчи кирпĕч завочĕн пичечĕ те пур ĕç кĕнеки çинче. Самана улшăннă май саланнă организаци хыççăн Треньел кĕрÿшĕ Тюмене çул тытнă. Унта вахта мелĕпе ĕçленĕ. Тÿлевĕ пĕтĕмпех çемьене таврăннă. Хуçалăха тытса пыма, виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларма çитерсе пынă ăна Петр Петровичпа Лариса Ивановна. Паян аслисем хăйсем çемье çавăрнă. Вадим Шупашкарта пурăнать, аслă пĕлÿллĕ, ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Олеся Патăрьелне качча тухнă. Амăшне тепĕр мăнуклă тунă. Федя вара Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн 7 класĕнче вĕренет. Ăрăва малалла тăсаканра пысăк шанчăк.
Хуйха суйха пусарма Петьăпа пĕр тăванĕсем те пулăшаççĕ. Лариса аппăшĕ Светлана Ивановна вара тата та çывăх. Кирек хăш ыйтăва та унпа татса пама пулать.
Пурнăçа, чечексене юратнă П.Сурков. Çуртри çеçкесене мăшăрĕ сÿнме парасшăн мар. Лариса Ивановна Петр Петровичăн тепĕр ĕмĕтне те пурнăçа кĕртрĕ, лавккана хирĕç чечексен аллейине турĕ. Унта нарциссем, тюльпансем çулçă сарма пуçланă ентĕ. Хисеплĕ çыннин– мăшăрĕн, ачисен юратнă ашшĕн пурнăçланман ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртни темрен паха.
А. ИВАНОВА.