18 апреля 2012 г.
Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа килме хатĕрленекен ачасен ушкăнне йĕркеленĕ. Унта пиллĕкри-улттăри вун тăхăр шăпăрлан çÿрет, пĕлÿ çулĕ çине тăмалли малтанхи хăнăхусене илет. Эрнере пилĕк хутчен килет çитĕнекен ăру шкула, Кунсерен 4 шар сехет пулать. Çак хушăра цифрăсене шутлама, чĕлхене аталантарма, тăван тавралăхпа паллашма, илемлĕ литература мĕнне пĕлме, ăс-тăна, астуса юласлăха аталантарма пултараççĕ. Ÿкерес, тĕрлĕ япаларан фигурăсем тăвас енсене “вăратма” хăнăхаççĕ, юрă тĕнчине кĕреççĕ. Физкультура занятийĕсем, тĕрлĕ вăйă ачасене илĕртеççех. Кашнийĕшĕнпе педагог уйрăмшарăн ĕçлеме май тупни, ăшă, çутă пулни, аслăрах класра вĕренекенсен хисепĕ ачасен шкула килес туртăмне тата та ÿстерет.
А.АЙЗЕТУЛЛОВА.