АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕлет этем чĕри

18 апреля 2012 г.

Кĕтнĕ çуркунне çитрĕ. Хĕвел тĕнчене савса пăхать, шăнкăртатса шыв юхать, сăртсем хуралчĕç. Вĕçен кайăксем тăван ене каялла таврăнчĕç, чĕрĕлекен çут çанталăка тав туса тата ырласа çунат çапса юрă шăрантараççĕ. Пахчари ĕçсем пуçланма та вăхăт инçе мар. Пĕрлех хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси çинчен те шутламалла .Ку енĕпе Треньеле тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Ялти хăрарăмсен канашĕ тата культура ĕçченĕсем пуçарнипе кунта тăваттăмĕш çул кил умĕнче ÿстерекен çеçкесен “Ах, хитре-çке çав тери пахчари чечек тĕрри” конкурс пырать. Ялта пурăнакансем палисадниксене пĕринчен тепри илемлĕ, илĕртÿллĕ тума тăрăшаççĕ. Пĕтĕмлетÿ - аннесен уявĕнче, унта ÿкерчĕксен стендне хатĕрлеççĕ. Хастаррисене чечек вăррисем парнелеççĕ. Çак чыса Л.Галкина, А.Иванова, Г.Юманова, Л.Захарова пĕр хутчен çеç мар тивĕçнĕ. А.Красновапа А.Кошкина çулĕпе те çамрăк мар, саккăрмĕш теçеткене капашаççĕ, çавах çамрăксенчен юлмаççĕ. А.Зайцева вара чечексемпе çеç мар, пирĕн енче сайра тĕл пулакан йывăçсем те çитĕнтерет.

Треньелсем пушă вăхăтра канăва йĕркелеме пĕлеççĕ. Хĕрарăмсем “Пилеш” ансамбль йĕркеленĕ. Тăтăш мар пулин те уявсенче чăваш кĕпи-саппуне тăхăнса халăх умне тухса юрă юрлама ÿркенмеççĕ. Концертпа кÿршĕ ялсене те çÿрени пулнă.

Ал ĕç ăстисен кружокĕ лайăх ĕçлет. Шкул ачинчен пуçласа асли таранах пански, чĕнтĕр йĕппи алла тытса шарф, чăлха, кофта, тутăр çыхма вĕренеççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Л.Михайлова, М.Иванова çĕнĕрен çĕнĕ эрешсем ыттисене вĕрентме ăста. М.Михайлова, Н.Порфирьева тĕр-ре маçтăр. Хăшпĕр кил-çурта кĕрсессĕн тĕлĕн-меллипех тĕлĕнетĕн. Сĕ-тел çитти, диван витти, минтер пичĕ, алшăлли, чÿрече карри таранах тĕрĕ ăшĕнче. А.Пчельникова та ăста алăллăскерччĕ. Çуртăн пĕр стенине йышăнакан пĕр кавирне конкурса та тăратнă.

П.Логунова ертсе пыракан “ Треньел чечекĕсем” ташă ушкăнĕ те куракансене сахал мар савăнтарнă.

Культурăпа кану тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн ĕçченĕсем (клуб заведующийĕ Е.Сорокина, библиотекарь Е.Степанова) пĕрлехи мероприятисем сахал мар йĕркелеççĕ. Аслă шкулта вĕренекен О Логуновăн ÿкерчĕксен выставкине куракансем кăмăлларĕç. Мĕн тĕрлĕ чĕр чуна кăтартнă вăл унта.Тăван ялти çут çанталăк илемне куç умне кăларнă.

Клуб çумĕнчи ача-пăча площадкине Н.Абужаров пулăшăвĕпе тунă. Кунта та вăйăсем выляма кăмăллă. Асфальт çинче “Эпĕ тĕнчене куратăп” ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелеççĕ.

–Мероприятисем ирттермелли сценарисене шыраса тупма питех те çăмăл халь. Компьютер пур, интернета кĕме пулать,– кăмăллăн калаçать клуб заведующийĕ Е.Сорокина. Çамрăксене кану каçĕсенчи “Çиччĕмĕш туйăм”, “Лайăх ыйту”, “Крокодил”, “Ĕмĕт пурнăçланĕ-и;” конкурссемпе вăйăсем илĕртеççĕ. Качча тухнисемпе хĕрсен хушшинчи тупăшу та интереслĕ иртнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика