АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксенче пуласлăх – вĕсене пулăшмаллах

18 апреля 2012 г.

Кăçалхи февральте райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен центр уçăлчĕ. Ăна А.Адикина ертсе пырать. Унран çĕнĕ тытăм ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

– Алена Кузьминична, çамрăксен шутне миçе çулти çынсене кĕртеççĕ; Районта яш-кĕрĕм нумай-и;

– 14–30 çулсенчи хĕр-семпе каччăсене çамрăксем тетпĕр . Паян вĕсен йы-шĕ 8 пинтен иртет. Унăн 42,3 проценчĕ вĕренекенсем, ĕçлекенсем – 32,1, вăхăтлăха вăй хуманнисем 24,2 процент.

– Мĕне тĕпе хурса ĕç-летĕр;

– Пирĕн районта тĕл-левлĕ «Патăрьел районĕн çамрăкĕсем-2011 – 2020 çулсем” программа йышăннă. Шăпах вăл эпир туса ирттерекен, йĕркелекен мероприятисен тĕп шăнăрĕ шутланать. Унпа килĕшÿллĕн районти талантлă çамрăксене палăртассипе, вĕсене пулăшассипе, яш-кĕрĕм усал йăласемпе (пирус туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотикпа туслашни) çыхланнине сивленипе, ĕç тупса парассипе, çут çанталăка сыхлассипе тата ыттипе те тăрăшатпăр.

– Мероприятисем пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-и;

– Кăçалхи мартпа апрельте районта “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕрки-шĕн” акци иртет. Унта спорт ăмăртăвĕсене йĕркелетпĕр. Ял тăрăхĕсенчи çамрăксем волейболла выляççĕ. Çывăх кунсенчех “Çамрăк çемье” конкурс пулмалла. Çулталăкри чи çамрăк специалиста палăртассипе те ĕçлеме тытăнтăмăр. Пултаруллисене июнĕн 27-мĕшĕнче, Раççей çамрăкĕсен кунĕнче, чыслатпăр. Çавăн пекех юлашки вăхăтра кашни уйăхра çамрăксен Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕ-ренекенсемпе, студентсемпе тĕл пулатпăр, патриотла воспитани тата ытти темăсемпе те калаçусем, паллă çынсемпе курнăçусем йĕркелетпĕр. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем патне те тимлĕх уйăратпăр. Нумай пулмасть çеç вĕсене районти тĕп библиотекăна пуçтартăмăр. Унта тăлăх çамрăксене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă, психологи тесчĕ ирттернĕ, пурнăçри йывăрлăхсене хирĕç кĕрешмелли мелсем пирки калаçнă.

– Алена Кузьминична, эсир миçен ĕçлетĕр тата сире камсем пулăшаççĕ;

– Вĕрентÿ пайĕнче çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм унччен те пулнă. Ăна эпĕ хамах ертсе пынă. Центр туса хунă хыççăн тепĕр штат хушрĕç, халĕ кунта методист пур. Паллах, пур ĕçе те иккĕн çеç туса ĕлкĕрейместĕн. Пире çамрăксен канашĕсем нумай пулăшаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчи çамрăксен политикин сферинчи Координаци Канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Ăна А.Ильина ертсе пырать. Вăл ял тăрăхĕсенче çамрăксен патшалăх политикине реализацилессипе тимлет. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнче çамрăксен канашĕсем пур. Пĕлтĕр вĕрентÿ сферинче тата тепре – ĕçлекен çамрăксен канашĕ – йĕркеленчĕ. Çемье клубĕсем пурри те (вĕсем тăваттă) питĕ аван тесе калас килет. Çамрăк суйлавçăсен комиссийĕпе те мероприятисем пĕрле ирттеретпĕр.

Пире волонтерсем нумай ырă ĕçсем туса параççĕ. 2009 çултанпа республика пĕтĕм Раççейри “Волонтер кĕнеки” проекта хутшăнать. Вĕсем пирĕн районта та 300е яхăн. Сывă пурнăç йĕркине, суйлава хутшăнассине пропагандăлассипе аван тăрăшрĕç. Инвалидсене пулăшма, больницăна чир-лĕ çынсем патне çÿреççĕ. Уявсене ирттерсе янă çĕрте те активлă.

Волонтер тени 14–30 çулсенчи яш-кĕрĕм, www.jabapoit.ru. сайтра регистрациленмелле çеç. Çакăн хыççăн кашнине уйрăм кĕнеке параççĕ, унта кам мĕнле ĕç тунине йăлтах çырса пыраççĕ.

– Эсир çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси пирки те маларах асăнтăр...

– Ĕç ыйтăвĕ паян чи çи-вĕччисенчен пĕри. Чылай çамрăка вăй хумалли вырăн çукки пăшăрхантарать. Вĕсене пулăшас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăну тытатпăр. 2011 çулта 14–18 çулсенчи 521 ача тĕрлĕ организаципе предприятинче укçа ĕçлесе илме пултарчĕ. Пуçламăш вĕренÿ профессийĕ илнĕ 5 каччăпа хĕре те ĕç тупса патăмăр. Çуллахи вăхăтра çул çитменнисене валли 6 бригада йĕркеленĕ.

О.ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика