АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулашра та палăрать

18 апреля 2012 г.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан сахал мар спортсмен тухнă. Вĕсем тĕрлĕ енпе палăрнă. Аслисен ырă йăлине малалла тăсакансем халĕ те пур. Акă, А. Прокопьева çăмăл атлетикăпа палăрать. Чупассипе вăл районта та, республикăра та сахал мар малти вырăнсене йышăннă. Хĕр ачан пултарулăхне тренерсем асăрханă. Саккăрмĕш класс хыççăн ăна Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кайма сĕннĕ. Кăçал Настя алла аттестат илме хатĕрленет. Вĕреннĕ хушăрах çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи ăмăртусене сахал мар хутшăнать. Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçет. Иртнĕ çул Ишлĕ хĕрĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарчĕ. Кăçалтан Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Çакă педагогсене, юлташĕсене савăнтарать. Настьăн ÿсĕмĕнче М. Храмов физкультура учителĕпе районти “Паттăр” спорт шкулĕн тренерĕн М. Прокопьевăн тÿпи те пур.

М. АРТЕМЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика