18 апреля 2012 г.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта истори, географи, тăван ен культура эрни иртрĕ. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне халалланă. Малтанах 9-11 классен хушшинче Г. Сабитова учительница брейнринг йĕркелерĕ. Унта аслисем çĕнтерчĕç. А Хакимова вĕрентекен 7-8 классемпе ирттернĕ КВНра кĕçĕнреххисем тавçăруллăрах пулчĕç.
Ÿкерчĕксен конкурсĕнче А.Файзуллина, А.Мухутдинов, В.Алимова хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
“Çăлтăр сехечĕ” 7-8 классене интереслентерчĕ. Вĕсемех район тата республика символикисене пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. “Судьба человека” кинофильма ушкăнпа пăхни те асра юлатех. Эрне хушшинче вĕренекенсем тĕрлĕ кроссворд, ребус, пуçватмăш шутларĕç.
А. АБЯНОВА.