25 апреля 2012 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн кăçал май уявĕсенче ытларах канăпăр. Ака-суха пуçланнă тапхăрта çакă ял çыннишĕн пушшех лайăх. Анчах шăматкуна килекен апрелĕн 28-мĕшĕ, майăн 5 тата 12-мĕшĕсем ĕç кунĕсем шутланаççĕ. Ун вырăнне апрелĕн 29, 30 тата майăн 1-мĕшĕсенче (виçĕ кун) Çуркуннепе ĕç уявĕ ячĕпе, майăн 6, 7, 8, 9-мĕшĕсенче (тăватă кун) Аслă Çĕнтерÿ кунне хисеплесе уявсем тăвăпăр. Кăмăл пуррисен ун чухне инçе çула кайма та, шанчăклах пысăк ĕçе пикенме те пулать.