25 апреля 2012 г.
ÇĔР-ШЫВ типсе, тирпейленсе пынă май çынсем унта та кунта кирлĕ мар çÿп-çапа пуçтарса çунтараççĕ, тасатаççĕ. Çакă вара пушар сиксе тухасран питех те хăрушă. Ун пек чухне вутăн алли ытла та вăрăма тăсăлать-çке... Иртнĕ вырсарникун пĕр çын çăмăлттайлăхĕпе Пăлакассин–Козловка масарĕ чутах вут айне пулман. Икĕ айккипе чĕртсе янă типĕ курăк лаптăкĕ çатăртатса çеç тăнă. Юрать-ха, ял çыннисем инкеке вăхăтра асăрханă, сăваплă вырăна сыхласа хăварас тĕлĕшпе çийĕнчех кирлĕ службăсене шăнкăравланă, вут ункине татма йĕри-тавра сухаласа илнĕ.
Темиçе çул каялла çакнашкал хăрушлăх Вăтаелĕнче сиксе тухнăччĕ. Çавăнпа та вутпа çулла уйрăмах асăрхануллă пулмалла.