АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун – çулталăка

25 апреля 2012 г.

Çĕр ĕçченĕшĕн канăçсăр кунсем пуçланчĕç. Акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесе вăл кашни минутпа туллин усă курма тăрăшать. Ял çынни тăпра типсе кайиччен вăрлăхсене никĕсе хывса хăварсан пĕр тикĕссĕн шăтса тухассине питĕ лайăх ăнланать.

Сăкăтри “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕнче паян тăрăшсах типшĕрнĕ лаптăксене культиваци тăваççĕ, сÿрелеççĕ. Кунта шăматкун, апрелĕн 21-мĕ-шĕнче, акма тухнă. Л.Силюков хăйне шаннă тракторпа пĕрремĕш кунхине 35 гектар çĕре шуратса хăварнă. Вырсарникун тата икĕ агрегат хутшăннă. Ĕнерхи кун тĕлне 150 гектар акнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кĕрхисемпе пĕрле 1000 гектар çитĕнмелле.

Хуçалăхра вăй хуракансем çавăн пекех тĕш тырă вăрлăхĕсене имçамлаççĕ, çĕр улмине яровизацине кăлараççĕ.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика