АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхене упрар

25 апреля 2012 г.

“Тăван чĕлхе–халăхăн аваллăхĕ, сумлă та телейлĕ малашлăхĕ”, тенĕ Г.Н.Волков ăсчах. Çак сăмахсем ман чуна вырнаçнă. Пĕрлех “Анне чĕлхи–чăваш чĕлхи” тени те янăрать. Вăл епле ачашлăх, канăçлăх кÿрет. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр нумай ĕмĕр тăршшĕ аталантарса, ÿстерсе пырать. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Ман шутпа халĕ те çавăн пекех...

Тăван чĕлхене хисеплемен çын ашшĕ-амăшне те, халăхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Çавăн пек çын чăвашăн илемлĕ юррине те, ăслă шухăшне те нихçан та илтмен пуль. Унран чăваш чунлă çын пулаймасть. Çапла пулма мехелĕ те, хевти те çитес çук.

Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне çемçетет тата кăмăлне çĕклет, ватта-вĕтте йăпатать, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пурăнма хавхалантарать. Çĕр çинче те, космосра та пĕр пекех хăватлăн, илемлĕн янăрать. Чăваш чĕлхи тасалăхне упрасси те чи малтанах çемье ăшшинчен, атте-аннерен нумай килет. Ашшĕ-амăшĕ ачине сăпка юррипе ÿстерет пулсан, унăн ачашлăхне çитĕнекен ăру епле манма пултарĕ-ха! Мĕнле çепĕççĕн янăрать сăпка юрри! Нумайăшĕ вара пĕчĕкренех ачапа вырăсла калаçма хăтланать, чĕлхене хуçать. Тен, малтан чăвашла хăнăхтармалла; Ÿсерехпе ача хăйех тĕрĕс çул суйласа илĕ. Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлте-рĕшлĕ.

Пĕчĕк чун ют чĕлхене ним ăнланмасăрах йышăнма пултарать. Ман шухăшпа, çакă тĕрĕс мар. Эпир пурнăçа тăван чĕлхе пулăшнипе ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр, тавралăхри илемпе киленетпĕр.

Ĕлĕкхи ватăсем пĕр йывăç касрăн пулсан ун вырăнне виççĕ ларт, тенĕ. Çакăн пек вĕрентсе каланисем мĕн чухлĕ! Вĕсем никамăн та мар, чăвашăн кăна. Чĕлхене мантарма тăрăшнă ашшĕ-амăшĕ çак ăслă шухăша шута илмен пулĕ. Вăрмана кайсан мĕн чухлĕ ăпăр-тапăр асăрхатăн! Ĕлĕкхи чăваш çынни çакăн пек хăтланман. Ваттисен сăмахĕсем ăруран-ăрăва куçса пынă. Ашшĕ-амăшĕ пурнăçа вĕрентнĕ май вĕсемпе усă курнă. Çакнашкал ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ. Юратнă кукамай мана ятламасăр, вăлтса та шахвăртса вĕсене ăша хывтарса пырать. Мĕнле тарăн шухăшлă ваттисен сăмахĕсем, чуна çепĕçлĕх, лăпкăлăх кÿ-реççĕ.

Тăван чĕлхене тĕллев-лĕн вĕрентес, чăвашлăха упрас тесе учительсем сахал мар тăрăшаççĕ. Çакă çеç çителĕксĕр. Ача пĕчĕк чухнех ашшĕ-амăшĕ воспитани ĕçне тĕрĕс туса пырсан йывăрлăхран тухма пулĕ.

Çеçпĕл Мишши чăваш чĕлхине чунтан юратнă, вăл аталанайманшăн куляннă, ăна вăй-хăват кĕртессишĕн тăрăшнă, тăван культурăшăн чăмăртанса ĕçлеме ăнтăлнă.

Чĕлхемĕр пулсан эпир мăнаçлă, пуян, хастар, патвар. Çавăнпа та халăх ăс-хакăлĕн пуянлăхне малашне те пăрахăçа кăларас марччĕ. Чăваш чĕлхи илемне ĕмĕр тăршшĕпе çĕклесе пырасчĕ.

С.КУЛАКОВА.

Чăваш ишек ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика