25 апреля 2012 г.
Çуркунне çитсен сĕт хакĕ çуллен йÿнелет. Лавккара сутаканнин çеç пĕрре те чакмасть. Хĕлле шурă шĕвеке хăш-пĕр ялсенче 13 тенкĕпе те пухнă пулсан, халь чи пысăкки те – 11 тенкĕ. Ку хакпа Патăрьел ял тăрăхĕнче туянаççĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт, Туçа ял тăрăхĕсенче кăшт пĕчĕрех: 10 тенкĕ те 50 пус. Сĕте усламçăсем Кзыл Чишмара, Сăкăтра, Турханта, Тутар Сăкăтĕнче, Тăрăнта, Алманчăра – 10 тенкĕпе, Çĕньялта, Шăхачра, Аслă Чементе, Ыхра Çырминче – 9 тенкĕ те 50 пуспа, Пăлапуç Пашьелĕнче – 9 тенкĕ те 30 пуспа тата 9 тенкĕпе, Ишлĕре, Пикшикре, Нăрваш Шăхалĕнче 9 тенкĕпе, Первомайскинче 8 тата 9 тенкĕпе илеççĕ.
(Хамăр корр.).