25 апреля 2012 г.
Çĕнĕ Ахпÿрте икĕ пая, Анаткас тата Турикас урамĕсене, уйăрса тăракан çырмана “Хула çырми” теççĕ. Эпĕ унран аякка пурăнмастăп, çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех, çак вырăнта ĕлĕк-авал хула (крепость) пулнă, çырмине çавăн пек ят панă тенине илтсе ÿснĕ. Арçын ачасем унта ухă йĕпписем, çĕçĕсем, сăнăсем тупнине те курнă. Пĕр арçын ача пăр тăрăх йĕлтĕрпе ярăнма çырмаран тупнă сăнăпа усă курнине ас тăвакансем те пур ялта.
1956 çулта Шупашкартан археологсем килсе Хула çырмине тĕпчесе кайнăччĕ. Вĕсем çиелти сисене çеç пăхса тухнă пулсан та хăйсене кăсăклантаракан ăпăр-тапăр нумай пуçтарса кайрĕç. “ Вот это Болгарский светильник” тесе пĕр япала кăтартни те асрах. Унтанпа никам та килсе тĕрĕслемен.
Чăваш Республикин наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Н.И. Егоров хăйĕн “Пăла çинчи Ахпÿртсем” статйинче çапла çырать: «Хула çырминче тухакан вăрçă хатĕрĕсемпе кĕл-кăмрăк вара çакăнти хула ахăртнех 1362 (1361 кирлĕ-авт.) çулхи вăрçă вăхăтĕнче пĕтсе ларни çинчен калать. Пăла тăрăхĕнчи пăлхар - чăвашсен ялĕ-хули çак çул Пăлат Тимĕр (Булат Тимур) ертсе килнĕ Орда эшкерĕсем çаратса тухнă. Хĕç - пăшал ытахальтен çĕре выртса юлман ĕнтĕ. Кăнтăртан килсе тухнă вăрă-хурахсене хирĕç пăлхар-чăвашсем вирлĕ çапăçнă. Вилнĕ çынсем хула ишĕлчĕкĕпе пĕрле çунса кайнă. Чĕрĕ ÿте тăрăннă çивĕч сăнăпа ухă йĕппи кăна вутра çунаймасăр çĕре выртса юлнă.
Халь акă ăна çурхи шыв çырантан çурса кăларнă та, вăл пире 600 çул ытла авал тăван çĕре сыхласа вилнĕ хĕрÿ чĕреллĕ паттăрсем çинчен каласа парать (“ Пионер сасси” 1988 ç. " 101-102).
Статьяра хула пĕтни çинчен çеç çырса панă. Миçемĕш çулсенче туса лартнă, мĕнле пулнă вăл хăй вăхăтĕнче; Çак ыйтусем çине хурав тупма Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн историне пăртак аса илмелле. XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пур енĕпе те лайăх аталаннă, пысăк патшалăх пулнă. Унăн çĕрĕсем çурçĕрте Вятка шывĕ, Хĕвел тухăç енче Урал тăвĕсем, кăнтăр енелле Жигули тăвĕсем, хĕвел анăçĕнче Сăр юхан шывĕ таран сарăлса выртнă. Суту-илÿ лайăх сарăлнă, ыттисемпе пĕрлех. Вырăс çĕрĕсемпе те сутса-илсе тăнă.
Пăлхар купсисем сăсăр тирĕсене, вăрман хурчĕсем пуçтарнă пыла, Хорези, Самаркандран илсе килнĕ пусма-тавара Киев хули таранах илсе кайнă. Çак суту-илÿ çулĕн пĕр пайĕ Пăла шывĕ тăрăх иртнĕ. Авалхи вăхăтра- Юхан шывсем питĕ меллĕ çулсем пулнă. Çулла вĕсем тăрăх пысăк кимĕсемпе, пăр шăнсан лашасемпе çÿренĕ. Пăла шывĕ ĕлĕк питĕ тарăн тени ахаль сăмах марине 1978 çулта курса ĕнентĕмĕр. Ял тĕлĕнче Пăла урлă кĕпере хывнă чухне, тĕпĕнче 6 метр хулăнăш юшкăн пулни палăрчĕ. Çакă вăл, палах, вăрмансемпе хăвалăхсене юлашки 80-100 çул хушшинче касса пĕтернипе пулса тухнă япала. Ĕлĕк-авал сĕм вăрмансем кашланă, шурлăхсем, тапса тăракан çăлсем темĕнле шăрăх çанталăкра та Пăла шывне тулли тытса тăнă. Çак суту-илÿ çулне сыхласа тăма, Пăла тăрăх çирĕплетнĕ вырăнсем йĕркеленĕ. Хамăр район территорийĕнче ун пек, вырăнсем Çĕнĕ Ахпÿртре тата Тикешре пулнă. Кивĕ Ах-пÿрт учителĕ А. А. Павлов каланă тăрăх, ун пек вырăн ТутарТимешĕ патĕнче те пулнă. Каравансем, обозсем кунта канса илме пултарнă, кирек кăш вăхăтра та хÿтлĕх тупнă.
Хуласем (малалла çи-рĕплетнĕ вырăна çапла калăпăр) çывăхра вырнаçнă ялсен администраци центрĕсем те пулма пултарнă: унта вырнаçнă çар гарнизонĕсем шалти чикĕсене сыхланисĕр пуçне полици функцисене те пурнаçланă пулĕ.
Çĕнĕ Ахпÿртри хула 5 гектара яхăн лаптăк йышăннă. Кăнтăр енчен Пăла шывĕ хĕвел тухăç енчен çырман чăнкă çыранĕсем сыхласа тăнă. Хĕвел анăç тата çурçĕр енчен чавса тунă тарăн канав пулнă, йывăçран тунă çÿлĕ хÿме сыхланă. Хĕвел анăç енче канав пулнă вырăн тахçанах тикĕсленнĕ пулсан та, кашни çуркунне çак вырăнта çурçĕртен кăнтăралла анакан сарлаках мар час типмен тăрăх (полоса) палăрать.
Маларах каларăмăр ĕнтĕ, çак хулана 1361 çулта Пулат Тимур çарĕсем аркатма пултарнă. Унсăр пуçне 1391 тата 1395 çулсенче хаярлăхĕпе тĕнчипех палăрнă Ухсах Тимур (Тамерлан) ку вырăнсенчен вут-çулăмпа тухса каять.Çак çулсенче тĕппипех аркатнă пулĕ хуласене. Мĕншĕн тесен Булат Тимур пирки пирĕн тăрăхра ят сарăлман.Тамерлан (Ухсах Тимур) ячĕ “Тимĕрле” топонимра упранса юлнă. (Шел пулин те, хăш-пĕр таврапĕлÿçĕсем Булат Тимура та, Ухсах Тимура та Тамерлан теççĕ. Ку питĕ пысăк йăнăш). Çак çулсенчех вырăнти халăхсем çурçĕр еннелле, сĕм вăрмансем еннелле тарса каяççĕ. Энĕш шывĕ тăрăхĕнче тĕпленеççĕ.
“Хула çырмин” историйĕн иккĕмĕш тапхăрĕ, вырăссем IV Иван ертсе пынипе 1552 çулта Хусан халăхне пăхăнтарнă хыççăн, пуçланать. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăх вырăс патшăлăхĕн (Мускав патшалăхĕн) кăнтăр вĕçĕ шутланнă. Çак чикке Атăлăн анат пайĕнче пурăнакан Ногай йăхĕсенчен сыхламалла пулнă. Çав тĕллевпе “Засечнăй чертасем” тунă. X ĕмĕр вĕçĕнче кун пек “черта” Кĕтне шывĕ тăрăх пулнă. 1578 çулта Тетĕç-Улатăр-Темников линие тума пуçлаççĕ, унăн пĕр пайĕ Хырла шывĕ тăрăх иртнĕ. Çак вăхăтсенче Çĕнĕ Ахпÿртри çунтарса янă хула вырăнĕнче тепĕр хут крепость туса лартаççĕ, унта хĕсметре тăма “служивый тутарсене” мишерсене вырнаçтараççĕ. 1648-1654 çулсенче Чĕмпĕр – Саранск–Тамбов линине туса пĕтерсессĕн, Çĕнĕ Ахпÿртри хулан пĕлтерĕшĕ пĕтет, мишерсене Чĕмпĕр енне куçарса каяççĕ, юлнисем кунта çемье çавăрса чăваша тухнă.
В. ЛЮКИН, таврапĕлÿçĕ.
Çĕнĕ Ахпÿрт.