АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăр кăна шăнкăр, ай, шыв юхать

28 апреля 2012 г.

Шăнкăр кăна шăнкăр, ай, шыв юхать

Шăхалĕнех те, ай, выççелкки çумĕпе...

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ кĕтесре çăтмах евĕр тавралăхра вырăн тупнă пĕчĕк ялсен пысăк ĕмĕт-шухăшне чухлас, вĕсем хăш вăхăталла тата мĕнле майпа йĕркеленсе кайнине, йăли-мешехине тĕпчес, чунпа çеç мар, юнпа та çывăхланма ĕлкĕрнĕ аякри тăвансен савăнăç-хуйхине пайлас тĕллевпе хальхинче хамăн тивĕçĕмпе Шăхаль выççелккине çул тытрăм. Çуртсене хире-хирĕç вырнаçтарнă урам та çав ятлах.

Чăвашсен паллă просветителĕ Н.И.Ашмарин хăйĕн 17 томлă словарĕнче “выççелккă” сăмаха “ял” пĕлтерĕшпе ăнлантарать.

“Населенные пункты Чувашской АССР 1917–1981 годы” административлă территори пайлавĕн справочникĕнче “Шăхаль выççăлкки” ят пĕрремĕш тăрать. Вăл 1927 çулччен Турхан вулăсĕн пĕр пайĕ шутланнă. 1939 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчен Первомайски, 1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчен вара Патăрьел районĕнчи Каншел, каярахпа Пикшик ял Совечĕсене кĕнĕ. Юлашки халăх çыравĕпе 42 çынлă Шăхаль выççелки – Пикшик ял тăрăхĕн пĕр уйрăм пайĕ. Апла пулин те ăна çак таврара пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри Именкассин пĕр урамĕ тесе кăна шутлаççĕ.

Айтăрах каяр

çĕнĕех çĕре

Çĕнĕех çĕрте çĕнĕ çурт лартар...

Хальхи вăхăтра кунта ял пуçланса кайнине пилĕк пÿрне пек çывăх пĕлекенех те çук. Çавăнпа та “Çерем çĕр” уçакансен тарăна кайнă чăн тымарне халăх патне çитерме, ăнл. Çапах ял никĕсĕ камсенчен тата ăçтан килсе ларса амаланса кайнине несĕлсем урлă ас туса калакан тупăнчех. Ку тĕлĕшпе выççелккă хастарĕ Петр Данилов мана самай пулăшрĕ. 1921-1922-мĕш çулсенче, çĕр-шывра хăрушă выçлăх алхаснă вăхăтсенче, Нăрваш Шăхалĕнчи Иван Данилович Фролов çемйи (унăн аслашшĕ пулать) аслă шыв çумĕнчи меллĕ вырăна шыраса тупса çакăнта куçса килнĕ. Тăватă ача пулнă вĕсен ун чухне: Хĕветуç, Энтри, Микулай, Элекçей. Вĕсем хыççăн аслă Пÿлĕх пÿрнипе тата хăйсем тăрăшнипе Хохловсем, Тимакинсем, Федоровсем, Поповсем Пăлапа вăрман çывăхĕнчи лапама хапăл тунă. Йĕри-тавра ытармалла мар вырăн: сип-симĕс çерем, ешĕл улăх, тĕрлĕ кайăк сасси, шăнкăртатса чуна килентерекен тăп-тăрă шыв... Кÿршĕ-аршă пĕр-пĕрне тăван пекех пулăшнă, пĕрле ака-суха тунă, пăттине те пĕрлех çинĕ. Пĕчĕк хуранта пиç-нĕскер, вăл çав тери тутлă пулнă тет...Çак ырă йăла паян та сыхланса юлнă: ял çыннисем ниме тесен пурте кар тăраççĕ. Симпыл шăршиллĕ сăрине тутанма чĕнсен–пушшех. Туй е çăварни, ача яшки е питрав, çĕнĕ пÿрт ĕçки е мăнкун – савăнăçа пĕрле пайлаççĕ.

20–30-мĕш çулсенче, патшалăх кăштах пулăшу панине туйса-ши, халăх хăйне килĕшекен вырăна шыраса унталла та кунталла чылай куçнă. Ял пуçланса кайсан темиçе çултан Федотовсем теветкеленсе çемйипех инçе çула–Çĕпĕре тухса кайнă. Те телее, те пÿрни темелле–вĕсен çуртне шăпах Петр Федоровичăн ашшĕ илсе юлнă. Çапла вара йыш çумне йыш, çемье çумне çемье хушăннă, ансăр сукмакранах сарлака çул тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тепĕр кĕтесре пурнăç пуçланса кайнă.

Ватти ăспа пулăштăр. Çамрăкки–вăйпа

Шăхаль выççелкки районта пĕчĕк ялсенчен пĕри пулсан та кунта ватти те, вĕтти те пур. Акă, Акулина Никифоровна Хохлова, Турă сывлăх парсан, çитес çул 95-мĕш çуралнă кунне паллă тăвĕ. Ялта кинемей– чи ватти. Шур кулачă çитермен çăмăл мар пурнăç унăн пилĕкне тахçанах авнă, алла туя тыттарнă, сăн-питне йĕрленĕ. Кулине аппа Нăрваш Шăхалĕнчен çак яла куçса килнĕ. Ун чухне вăл иккĕри хĕрача пулнă. Паллах, ас тумасть çав саманта. Кил-тĕрешрен пуçтарса тухнă ăпăр-тапăр япаласем хушшине ларса пыраканскер, лаша урапи çинчен ÿксе юлса та курнă вăл. Ашшĕ каласа панинчен пĕлет çакна. Пурăнас, терт-асапа чĕри витĕр кăларас кунĕсем пулнă-ши апăрша хĕр пĕрчин;

Шуйхатнă чуна часах лăплантараймăн. Кинемей паян та вăрçă çулĕсене аса илсе пĕр куçĕпе тĕлĕк курать, тепринпе сыхă тăрать темелле. Шывакланма ĕлкĕрнĕскерсене пĕрре те канăç памасть. Иртнĕ кунăн çути çуккишĕн кулянса çĕрĕпе çеç мар, чунĕ кÿтсе килнĕрен, кунĕпе те куççулĕпе çăвăнма пултарать. Мĕн тăвăн, утмăл урлă каçсан ватă çынна та ултă çулхи ача ăсĕ кĕрет теççĕ- çке. Унăн кăмăлĕ те çавах-тăр. Черченкĕ те шуранка, ашшĕнчен те çамрăкла юлнă тăлăх хĕрача салтак гимнастеркине тăхăничченех сакăлталлă самана нушине тутаннă. Тăлăхăн нуши тăхăр сыпăклă пулнăранах хĕрачана унта та кунта ĕçлеме сĕтĕрнĕ. Аслисемпе танах вăрман кăларма кайнă, хĕрĕх градус сивĕре окоп чавнă, присяга йышăннă хыççăн вара вăрçă тăрăшшĕпех станок çинче пилĕк авнă.

–Çураласси пĕр тан та, пурăнасси пĕр тан мар çав. Телейĕм пулмарĕ. Ун вырăнне аслă Пÿлĕх вăрăм кун-çул парнелерĕ. Вăл вара терт-асапсăр сыпăнса пымарĕ. Салтак пулнă вăхăтсене куç умне кăларсан халĕ те тĕлĕнетĕп: ал чăмăркки пысăккăш пĕчĕк чĕре мĕнле чăтнă-ши çав йывăрлăха; Хÿтĕлев валĕ валли шăн пăр катнă çĕртенех илсе кайрĕç мана салтака. Тĕрĕссипе, ăн-ланса та юлаймарăм. Малтанах Турханта вăрçăра мĕнле пулмаллине хăнăхтарчĕç. Кайран хамăн телейĕмпех пулĕ, çар заводне лекрĕм. Йĕрке питĕ çирĕпчĕ. Паянхи кун та хăш-пĕр вăрттăнлăхсене çын çине кăларма юрамасть. Çавна лайăх ас тăватăп: кĕсьере тупăннă пĕр татăк çăкăршăн мана 180 тенкĕ штраф пачĕç. Уншăн çав тери кулянтăм. Намăсĕ тата мĕн пысăкăш! Вăрçă чарăнсан тăван яла часах килеймерĕм. Ун хыççăн та çăмах яшки çисе хырăма сарса çеç ларман. Аппапа иксĕмĕрех çак ялта çурт лартрăмăр, хуçалăха тирпейлерĕмĕр. Лаш канса курман ĕнтĕ, – аса илет çитмĕл çул каяллахи пурнăçне Акулина Никифоровна.

Паян вăл чул пек йывăр чун асапне мăнукĕн çемйипе пусарать. Павелпа Надежда Николаевсем вунă çул ĕнтĕ туя çине таяннă кукамăшне хăйсен хÿтлĕх-не илни. Ялта вĕсем чи çамрăк çемье. Иккĕмĕш пепки валли сăпка çакни те сакăр çул иртнĕ. Рома пĕрремĕш класа чупать. Пăрчăкан пек чĕрĕскер, малашне ял паттăрĕ пулма ĕмĕтленет. Настя аппăшĕ Первомайскинчи шкула çÿрет.

–Ялĕ сирĕн ытла пĕчĕк. Çулĕ те çук. Чушкăлла выляма ачасем сахал. Канĕхвет туянма кÿршĕ яла каймалла. Йăлăхтармасть-и;–шахвăртатăп чиперккепе калаçнă май.

–Çу-у-к!– пат татать вăл тÿрех. – Хамăн ял мана питĕ килĕшет. Кун пирки эпĕ сочинени те çырнăччĕ. Вунпĕр пĕтерсен тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп. Кайран вара çынсене сиплеме выççăлкках килесшĕн. Ун чухне пирĕн ялта ватăсем нумай пулĕç... Тен, пĕчĕк çеç больница та уçăлĕ...

Çылăхсăр пĕчĕк чун çапла тарăн шухăшлама пĕлни мана хăпартлантарчĕ, ял пуласлăхĕ пирки чун-чĕрере пысăн шанăç çуратрĕ.

Яла кĕтĕм, ай,

ял куртăм

Халăх туслăхĕнчен тĕлĕнтĕм

Ир-ирех пĕчĕк ялта пуртă-пăчăкă сасси янăрать: чалт-чалт, чаш-чаш... Шурăмпуç шуралса çитсенех Тимакинсен хапхи умне вăйпитти арçынсем нимене пуçтарăннă. Куншăн ытлашши тĕлĕнмех те кирлĕ мар-тăр. Александр Лаврович вăхăтĕнче çак ял хĕрнех куç хывса качча илнĕрен, ялĕпех хăйсен тăванĕ темелле. Маçтăрсем вăхăта пĕрре те çилпе вĕçтермеççĕ. Ман куç умĕнчех кăпăр-капăр виççĕн-тăваттăн çурт тăррине хăпарса кайрĕç. Ыттисем аялти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Эх, кайрĕ вара ĕç! Çур кун хушшинчех капмар та хитре çуртăн пысăк пайне витсе те хучĕç.

Пурнăç тени пурăнма пĕлсен çеç илемлĕ. Виçĕ ача çитĕнтернĕ кил хуçипе унăн мăшăрĕ Мария Мефодьевна. Нумай пулмасть вĕсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çĕрпе тухăçлă ĕçлеççĕ, килти витере йышлă выльăх усраççĕ. Акă епле хулăнлатаççĕ кĕмĕлĕн енчĕкне! Ку тĕлĕшпе вĕсен камран тĕслĕх илмелли те пур. Хастар кÿрши–Николай Николаевич Максимов 1996 çултанпах– çĕр хуçи. Иртнĕ çулхи ĕç кăтăртăвĕсемпе ăна “Районти чи лайăх фермер хуçалăхĕ” хисеплĕ ята панă. Çак вăхăт хушшинче вăл ĕç опытне, пурлăхне пуянлатнă, техникине чылай çĕнетнĕ. Килте вĕлле хурчĕсене те тытаççĕ. Унсăр пуçне пултаруллă фермер ял тăрăх депутачĕ те. “Халăх тарçи” тивĕçе чун-чĕререн пурнăçлама тăрăшать. Унăн программинчи чи пысăк ыйту–Именкассинчи Шигабетдинов ячĕллĕ урама йĕркене кĕртесси, çул сарасси. Ку ыйтупа ял тăрăх администрацийĕпе пĕрле ĕçлет. Кĕмĕлĕн пĕр пайне тупнă.

Чи пахи–пĕр-пĕрне тăван вырăнне хурса хаклакан туслă халăх пĕрлĕхре пулни. Çакна чăнахах та курса ĕнентĕм. Шухăшăма Пикшик ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни, Именкассин тараватлă чăвашĕ, ял старости Петр Максимович Малов каланипе пĕтĕмлетесшĕн: “Шăхаль выççелккисем пĕр-пĕриншĕн вута кĕме те, шыва сикме те хатĕр. Апла пулсан – çирĕп вăй”.

Çапла пултăрах!

Альбина ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика