АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

28 апреля 2012 г.

Техника пултăр шанчăклă Юсавлă техника çеç ĕçре шанчăклă. Çакна шута илсе çулленех республикăра тракторсене тата кăкарса çÿремелли агрегатсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Паяна регистрациленнĕ 1076 хурçă “утран” 25 проценчĕ çеç хатĕррисен ретне тăнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен – 35, уйрăм çынсен – 13, ытти предприятисен 15 проценчĕ çула тухма юрăхлине çирĕплетекен талон илнĕ. “Батыревский”, “Малалла”, “Первомайск”, “Исток”, “Красное знамя”, “Труд” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче техникăна тĕплĕн юсаса сăрланă.

Нумай пулмасть республикăра тепĕр операци “Частник” ятпа пуçланчĕ. Ăна харпăр хăй хуçалăхра тытакан тракторсенчен тĕрĕслев витĕр тухманнисене, çын пурнăçĕшĕн тата çут çанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратаканнисене тупса палăртассипе йĕркеленине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Нумай пулмасть Ишлĕ ял тăрăхĕнче тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Çакна палăртма кăмăллă: кунта пурăнакансем хăйсем туяннă техникăна линейкăна тăратнă. Пăхса тухнă хыççăн пурте тенĕ пекех ĕçлеме ирĕк паракан хута илчĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ,

Гостехнадзор инспекцийĕн

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика