АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара авăнан– вырмара савăнан

28 апреля 2012 г.

– Чылай хуçалăхра акма та пуçларĕç, пирĕн патăрта çĕр пиçсех çитейменрен пуçăнаймарăмăр. Хам сăнанă тăрăх, эпир “Малалла” эртелтен 3-4 кун каярах хире тухатпăр. Эрне пуçламăшĕнче витререн тăкнă пек çунă çумăрсем те чăрмантарчĕç: уйсенче йĕперех лаптăксем чылай, – тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Первомайскинчи “Первомайск” хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.Киргизов.

Çуркунне ĕç çителĕклех, пушă тăма вăхăт çук. Хальхи вăхăтра АПК тракторĕсем 390 гектарта çитĕнекен нумай çул ÿсекен курăксене, кĕрхи çĕртмене сÿрелеççĕ, культиваци тăваççĕ. Иван Александрович çанталăк лайăх пулсан канмалли кунсенче е кăшт маларах та тĕш тырă вăрлăхне никĕсе хывма пуçăнассине пĕлтерчĕ.

Аслă Арапуçсем яваплă тапхăра ирттерсе яма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ, техника юсавлă. Кадрсем те пурте опытлă. А.Арбузов, А.Ларев, В.Леонов тата ыттисем те çур акине чылай çул хутшăнаççĕ.

Çанталăк çур енне кайсанах хуçалăхра вĕри апат пĕçерессине йĕркеленĕ. Ялтан инçетри лаптăксенче тăрăшакансене вăй хуракан çĕрех илсе кайса çитереççĕ.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика