28 апреля 2012 г.
Тăван чĕлхе чăннипех аслă теме пултаратпăр эпир. Тымарĕсем тарăн пулнăран та, чăвашла калаçакансен йышĕ пысăкран та – пĕр миллион ытла вĕт! Чăваш чĕлхи кунне 1992 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче уявлама пуçларăмăр. Унтанпа 20 çул çитрĕ. Вăл И.Яковлев Патриархăмăр çуралнă кунĕпе пĕр килни ахальтен мар. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван халăхпа, ăна çутта кăларас ĕçпе çыхăннă. Хăйĕн кун-çул уттине пĕтĕмлетнĕ май Иван Яковлевич çапла каланă: “Эпĕ нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахĕшĕн ăшталанман, хамăн тăван халăхăмшăн, ăна вĕрентес ĕçшĕн усăллă та кирлĕ çын пулнине туйса, çак ĕçе эпĕ çеç тума пултаратăп пулĕ тесе те ĕненсе вăй хунă. Таса чунпа çĕр-шыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп: хам пурнăçăн чи вăй питти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, çамрăклăхри ĕмĕт тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм”.Хăй пуçарса янă пархатарлă ĕç сÿнсе лармасса, малалла аталанасса, вăйланасса ĕненнĕ вăл. 1921 çулта алă пусса хăварнă Халал – чăваш халăхне ăс-пĕлÿпе кăмăл-сипет çулне суйласа илмелли сĕнÿ.
Мĕнлерех пурнăçа кĕр-тетпĕр-ха Вĕрентекенĕ-мĕр шухăш-тĕллевне; Шкулсенче чăваш чĕлхипе литература эрни, уйăхлăх, олимпиада, конкурс, фестиваль иртеççĕ, фольклор ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Чăваш хаçат-журналĕн йышĕ ÿсрĕ, наци радиовĕ виççĕмĕш çул ĕçлет.
Чĕлхе мĕнле аталаннине–вĕренÿ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен, дидактика материалĕсен пахалăхĕ тăрăх пĕлме пулать. Юлашки çулсенче чăваш, вырăс шкулĕсем валли те мĕн кирлине пĕтĕмпе çителĕклĕ кăларса пычĕç. Чăваш чĕлхипе литература учебникĕсене çĕнĕ программăсемпе килĕшÿллĕн темиçе хут та пичетлерĕç. Шкулсене электронлă пособисемпе туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çавна май уроксене те интернет технологийĕсене тата видеоклипсене тĕпе хурса ирттерекенсем пур. Ку енĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри шкулта тăван чĕлхемĕре электрон мелĕсемпе вĕрентмелли çĕнĕ майсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Чăваш чĕлхин инçет вĕрентÿ центрĕ ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсене кăна юлашки виçĕ çул чылай ача хутшăнчĕ. 2011 çулхи нарăс уйăхĕнче центр çумĕнче интернет телевиденийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кунти мĕрпур материал шкул пурнăçĕпе, чăваш чĕлхипе тата литературăпа, культурăпа çыхăннă. Урокра усă курма питĕ меллĕ. Çак ĕç чăваш вĕрентĕвне пысăк пулăшу парасса шанса тăратпăр.
Çак кунсенче Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ. Аслă вĕрентÿçĕн И.Яковлевăн пархатарлă ятне малашне те упрас тĕллевпе “Россия православная” общество организцийĕ ун ячĕллĕ преми туса хума йышăннă. Ăна çитес çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче–Патриарх çуралнăранпа 165 çул çитнĕ май– вĕрентÿçĕн чун халалĕнчи йĕркесене тытса пырса пархатарлă ĕçсемпе палăрнисене параççĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх медаль, Яковлев статуетки тата хавхалантару тивĕçет.
Юман пĕтсен чăваш пĕтет, чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет теççĕ. Эпир пĕтекен халăх мар. Тăвалла пулсан та малалла!
С.КУЛАКОВА,
вĕрентекен.
Чăваш Ишек ялĕ.