28 апреля 2012 г.
Чĕре инфаркчĕ (инфаркт миокарда) – чĕре мыщцисен пĕр пайĕ вилни. Вăл çак вырăнта ăнсăртран юн çÿреме чарăннипе пулать. Чĕре инфаркчĕпе ытларах 40-60 çулхи арçынсем чирлеççĕ. Хĕрарăмсен вăл пĕр-икĕ хут сахалрах тĕл пулать. Инфаркт чĕре ишеми чирĕпе, атеросклерозпа, юн пусăмĕ хăпарнипе аптăракансен ытларах пулать. Çак хăрушлăха тапак туртни, ытлашши ÿт пулни, сахал хусканусем туни пысăклатать. Хăш-пĕр чухне инфаркт чĕре ишеми чирĕн пĕрремĕш пулăмĕ пулма пултарать.
Шел пулин те, инфаркт пулнă çынсем ытларах чухне инвалида тухаççĕ. Çавăн пекех ку чиртен 10-12: вилме пултарать.
Инфаркт мĕншĕн пулать-ха; Кислород тата кирлĕ апатсем чĕре мышци патне ятарлă юн тымарĕсемпе çитеççĕ. Инфаркт чухне вĕсем хупланса лараççĕ. Кислород саппасĕ 10 секунда çитет. Тата тепĕр 30 минут таран чĕре мышци пурăнма пултарать. Кайран клеткăсенче таврăнмалла мар улшăнусем пуçланаççĕ те 3-6 сехет хушшинче çак вырăнта чĕре мышци вилет.
Инфарктăн тĕп симптомĕ – чĕре енче, кăкăр шăмми хыçĕнче вăйлă тата вăрах вăхăт хушши хĕстерсе, пĕçертсе ыратни. Çакă çавăн пекех алă, çурăм, мăй çине кайма пултарать, нитроглицерин ĕçсен те иртсе каймасть. Ÿт-тир шурса каять, сивĕ тар тапса тухать, çын тăнне çухатма пултарать.
Хăш-пĕр чухне çын кăкăрта лайăх мар е чĕре тĕрĕс мар тапнине кăна туять. Инфаркт яланхилле мар симптомсемпе пулма пултарать. Кун пек чухне сывлăш çитмест е хырăм ыратать.
Вăхăтра пулăшмасан инфаркт шок, чĕре çурăлса кайни, тĕрĕс мар тапни тата ытти хăрушă пулăмсем патне илсе çитерме пултарать. Енчен те эсир хăвăрăн е çывăх çынсен маларах çырнă симптомсем пулнине курсан хăвăртрах “васкавлă пулăшу” чĕнĕр. Врач киличчен çынна вырттармалла е лартмалла, тăвăр тумтирсене салтмалла, чĕлхе айне нитроглицерин, çур таблетка аспирин хумалла. Тивĕçлĕ пулăшу мĕнле хăвăртрах пуçланать, çавăн чухлĕ ăнăçлăрах сывалатăр. Çавăнпа ыратнине чăтмалла мар, “васкавлă пулăшу” чĕнмелле.
Инфаркт ан пултăр тесен кашни çул диспансеризаци тухмалла, чĕре ишеми чирне, атеросклероза, юн пусăмĕ хăпарнине вăхăтра тата тĕрĕс сиплемелле. Туртмалла мар, ытларах хусканусем тумалла, холестеринпа пуян апатран пăрăнмалла. Хăвăртан ытларах сирĕн сывлăхшăн никам та тăрăшаймĕ.
И. ШАЙКИНА, врач-кардиолог.