28 апреля 2012 г.
Районти вĕрентÿ пайĕн планĕпе килĕшÿллĕн пуçламăш шкул-сад директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Ăна Татмăшра йĕркелерĕç. Кунта В.Филиппова воспитатель тĕрлĕ çулхи ачасен ушкăнĕпе “Кĕперсем” тишкерÿ ĕçĕ ирттерчĕ. Валентина Вениаминовна кĕпер тĕсĕсене аса илтерчĕ, вĕсем мĕн тума кирлине пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Кивĕ Катекре те уçă заняти пулчĕ. Кĕçĕн ушкăнри ачасем М.Никитина воспитательпе “упа çури” сапаланă тĕрлĕ унка пысăкăшне кура пирамида варрине тултарчĕç, унтан çаврашкасене хăйсен “çурчĕсене” вырнаçтарчĕç, тĕссене пĕлнине каласа та кăтартса пачĕç. Аслă-вăтам ушкăнрисем вара пуканесем валли мăнкун кĕпи сăрласа илемлетрĕç. Вĕсене çĕнĕ тумпа хăйсемпе пĕрле ташлаттарчĕç. Канашлăва хутшăннисем В.Солдатова директорăн “Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене садикри ачасенчен тытса пырса шкулăн пуçламăш класĕсенче малалла тăсасси” докладне сÿтсе яврĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Л. ДОЛГОВА.