28 апреля 2012 г.
Чăваш Енре çулсеренех “Шурă салтак тÿми” уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта пирĕн район больницинче те флюорографи тухма пулать. Пур çын та хăйĕн ÿпкине тĕрĕслеттерме, фтизиатрпа, ытти специалистсемпе канашлама пултарать. Усăллă сĕнÿ-канаш илес тесен республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансера (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт) каймалла.
Туберкулез–сикекен чир. Вăл этемĕн пĕр органне те хĕрхенмест. Ытларах чухне ÿпке сиенленет.
Туберкулеза пуçараканĕ – Кох микробĕ. Вăл çыннăн пÿрĕнче, шăкĕнче, уйрăмах çăра сурчăкĕнче пур.
Микроб спиртран та, сĕлтĕрен те, кислотасенчен те, шартлама сивĕрен те хăрамасть. Тусан ăшĕнче 3 уйăх пурăнать, шывра, тăпрара, нÿрлĕ пÿлĕмре–çулталăкченех. Çав хушăрах микроб кăштах вĕретнине те чăтаймасть. Хĕвел пайăрки ăна 2 сехетре вĕлерет.
Туберкулезпа чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле çак чире пуçаракан микробсене кунне 15-20 млн таран ирĕке кăларса яма пултарать. Ÿсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метра çити, апчхулатнă вăхăтра 9 метр инçĕшне саланаççĕ. Çак чир уйрăмах виçĕ çула çитмен ачасене хăвăрт çакланать.
Туберкулезпа чирлĕ ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен те ерме пултарать. Çавăн пекех чуп тунипе те, ют çыннăн пирус тĕпне хыпсан та, чирлĕ ачан теттипе вылясан та çакланать.
Ача садĕнче, шкулта çулсерен Манту туни, рентгенологи тĕрĕслевĕ ирттерни чире вăхăтра палăртма, ăнăçлă сиплеме май парать.
Туберкулез малтанах сутуçăсене, столовăйĕнче ĕçлекенсене, коммуналлă сферăра тăрăшакансене, шкулта, ача садĕнче, больницăра вăй хуракансене, çавăн пекех вăраха тăсăлакан бронхит, пневмони, язва, сахăр диабечĕ чирĕсемпе асапланакансене хăрушлăх кÿрет. Çавăнпа та вĕсен кашни çул флюорографи витĕр тухмалла. Ытти çынсен икĕ çулта пĕрре. Чир-чĕре вăхăтра сирсе яни йывăррăн сипленнинчен аванрах.
Н.СЕРГЕЕВА,
Роспотребнадзор
управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.